11 ноября 2015 г.
11 ноября 2015 г.
Мĕн ĕлĕкрен уй-хир пушансан çĕр ĕçченĕсем пĕрле пухăнса савăннă, эртелсем рет ларнă. Паян мăн асатте-асанне йăлисем манăçа тухса пыраççĕ пулсан та вырма вĕçленсен, тухăç кĕлете кĕрсен ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем тата ял хуçалăх ветеранĕсем пуçтарăнса районти централизациленĕ клубра паллă тăвасси çулран-çул вăй илсе пырать.
Кăçал савăнăçлă мероприяти ноябрĕн 6-мĕшĕнче иртрĕ. Унта район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи Петр Никифоров тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне уявласси Çĕнĕ Ах- пỹртри Людмила Краснова фермер хуçалăхĕн пахча çимĕç хранилищине уçнинчен пуçланчĕ. Людмила Петровна районта фермер хуçалăхне йĕркелесе яраканнисенчен пĕрремĕшĕсенчен пĕри. Вăл сухан-çевок туса илессипе, пахча çимĕç çитĕнтерессипе аван ĕçлет. Туса илнĕ продукцирен тупăш ытларах кĕртес тĕллев-пе управ тунă. Сăмах май, сухан вăрлăхне хĕл каçарма та ятарлă вырăн пур. Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Л. Краснова хăйсен ĕç-хĕлĕпе тата малашлăхри тĕллевсемпе кĕскен паллаштарнă хыççăн хранилищĕне хĕрлĕ хăю кассах уçрĕç.
Патăрьелĕнчи "Батыревское" пĕрлешĕвĕн историне те çак кун çырăнса юласса шанас килет. Хуçалăх çĕр улми туса илессипе тăрăшать. "Иккĕмĕш çăкăр" хакĕ хĕлле аванах хакланнине кура ăна çанталăк сивĕт-сен реализацилеме тăрăшаççĕ. Унччен вара хранилищĕре тытаççĕ. Пур технологине те пăхăннипе тымар çимĕç кунта тин çеç кăларнă пекех тăрать. Хăнасем те, пухăннă ытти çынсем те уçăлнă управпа паллашнă май çакна хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç.
Савăнăçлă мероприятин малалли пайĕ районти централизациленĕ клубра малалла тăсăлчĕ. Зданин иккĕмĕш хутĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем тата тирпейлекен промышленность предприятийĕсем хăйсен пурнăçĕпе паллаштаракан тĕлĕнмелле пысăк курав йĕркеленĕ. Кунта тин çеç пĕçернĕ çăкăр-булка шăрши сăмсана кăтăкларĕ, пахча çимĕçсем вара патша пекех ларчĕç. Кăçал ал ĕç ăстисем те хăйсем ăсталанă япаласене илсе тухнă. Тĕрлĕ çипрен çыхнă кофтăсем, вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ тухьясем, шăрçасем пурне те илĕртрĕç. Патăрьелсен матурлăхне çакăнта тата тепĕр хут курса ĕненме май пулчĕ.
Типĕ те шăрăх çу, тĕнчери кризис çĕр ĕçченĕ умне чăрмавсем кăларса тăратать, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама кан- сĕрлет. Апла пулин те ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем йывăрлăхсене çĕнтерме пултарчĕç, кĕлетсене тыр-пулпа тултарчĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ вăтамран _ 20,7 центнер, çĕр улмин _ 196, пахча çимĕçĕн _ 300, сахăр кăшманĕн _ 370, сухан-çевокăн 110 центнерпа танлашнă. Улма-çырла питомникĕ çимĕç паракан тĕм 200 пин çитĕнтернĕ, 100 пин сутнă. Выльăх-чĕрлĕх умĕнче хĕл каçа апат ан татăлтăр тесе районĕпе 4300 тонна утă, сенаж _ 20,8 пин, силос _ 8,3 пин тата 1500 тонна улăм янтăланă. Çакă кирлинчен 15-20 процент ытларах. Пĕр выльăх пуçне 33,1 центнер апат единици тивет.
Районти хуçалăхсем самана таппипе утас тесе фермăсене çĕнетессипе те тăрăшма пуçларĕç. "Батыревское" пĕрлешỹ 120 пуç ĕне-выльăх тăмалăх витене реконструкциленĕ. "Исток" агрофирмăра 400 ĕне кĕмелĕх хуралтă хута яма палăртнă. Унăн пĕр пайĕ, 200 пуç вырнаçакан вите, çывăх вăхăтра уçăлать. Çавăн пекех Ыхра Çырминчи Э. Зейнетдинов, Именкассинчи И. Шарафутдинов, Хирти Пикшикри Р. Чемеров фермерсем те ферма тума пикеннĕ. Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене, ветерансене ăшшăн саламланă май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ăнăçупа чăтăмлăх, килĕшỹ сунчĕ. Унтан ĕçре палăрнисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н. Якимов тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе парнесем пачĕç.
Çак кунах район территорине хăтлăх тата тирпей кĕртессипе уйрăмах лайăх ĕçлекенсене палăртса хăварчĕç. "Кăтартуллă урам" хисепе Ишлĕри Шкул урамĕ çĕнсе илнĕ. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире Тури Чакăри В. Иванов хуçалăхĕ _ пĕрремĕш, Шăнкăртамри И. Хамбиковăн _ иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Чебуковăн виççĕмĕш тухнă. "Чи хăтлă организаци территорийĕ" ята Пăлапуç Пашьелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ тивĕçнĕ.
О. ПАВЛОВА.
Районĕпе 19 пине яхăн ĕне-выльăх усраççĕ, вăл шутран ĕнесем 7700 пуç. 16 пине яхăн сыснана, 82 пин чăх-чĕпе тата 4,5 пин ытла вĕлле хурчĕн çемйине шута илнĕ.
Юлашки çулсенче районта 770 ĕне вырнаçмалăх витесем хута кайнă, çул пуçланнăранпа кăна 250 выльăх кĕмелĕх хуралтă тунă.
Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме патшалăх та пулăшать. Кăçал пирĕн района 198 млн тенкĕ тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)