Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем пĕрле пухăнса савăннă

31 октября 2015 г.

31 октября 2015 г.

 

 Октябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе пысăк мероприяти иртрĕ. Унта республикăри пур район та _ пурĕ 5 пине яхăн çын _ хутшăнчĕ. Професси уявĕпе çĕр ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕнчи Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе тата ăратлăхпа ĕçлекен Департамент директорĕ Владимир Лабинов, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин ĕçе йĕркелекен тата организацилекен Департамент директорĕ Владимир Тимофеев, Раççейри "Единая Россия" политика партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламларĕç.

Михаил Васильевич уяв пуçланас умĕн республикăра туса илекен продукципе паллашрĕ, вĕсен пахалăхĕпе кăсăкланчĕ.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов отраслĕн кăçалхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене саламланă май Михаил Васильевич республикăра хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен кунне ирттересси йăлана кĕнине палăртрĕ. Вăл аграрниксем хăйсене шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланăран, тăван çĕрĕмĕре чĕререн юратнăран çулран-çул кăтартусем лайăхланнине каларĕ. Кăçал ял хуçалăх производствин индексĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 105 процентпа танлашнă. Çĕр улми тухăçĕ те иртнĕ çулхинчен пысăкрах: 124,5 процент.

Выльăх-чĕр- лĕхрен продукци илесси те лайăхланса пырать.

_ Раççей Федерацине хирĕç хăш-пĕр патшалăх санкци тăратнипе пирĕн аталанма хушма майсем пулчĕç. Пирĕн тĕллев _ май пур таран ял хуçалăхне ыталарах предпринимательсене явăçтармалла, вĕсем Раççей регионĕсен тата ют çĕршывсен рынокĕсене тухма пултарччăр, _ терĕ вăл.

Михаил Игнатьев патшалăх паракан пулăшусемпе туллин усă курса çитес çул сĕт, пахча çимĕç, çĕр улми тата ытти продукци туса илессин динамикине лайăхлатмалли пирки каларĕ. Çавăн пекех ветерансене лайăх специалистсем, ертỹçĕсем çитĕнтернĕшĕн ăшшăн тав турĕ. Унтан производствăпа экономикăри пысăк кăтартусем тунă районсене, агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, фермер хуçалăхĕсене диплом тата преми парса хавхалантарчĕ.Чыса тивĕçнисем хушшинче пирĕн район та пур _ иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Уяв вĕçленсен Социализмла Ĕç Геройĕсем Валентина Дмитриевăпа Николай Панкратов республика ертỹçине ветерансене хисепленĕшĕн тав турĕç. Çакăн пек мероприятисем çамрăксемшĕн уйрăмах усăллине, вĕсем çĕр çыннин ĕçне те хисепленине курнине каларĕç. Ыттисем те уявпа кăмăллă юлчĕç, мероприяти пысăк шайра иртнине палăртрĕç.

Республикăри Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци, 120 çын ытла, хутшăнчĕ. Курав залĕнче Патăрьел çĕрĕнче туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕпе те паллашма май пулчĕ.

Хăнасене Каншелĕнчи централизациленĕ клуб системинчи В. Верликов ертсе пыракан "Çăлкуç" фольклор ансамбль юрă-ташăпа савăнтарчĕ.

Сăмах май, районта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне ноябрĕн 6-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи централизациленĕ клубра ирттерме палăртнă.

Н. МАЗЯКОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика