07 ноября 2015 г.
07 ноября 2015 г.
ОКТЯБРЬ чылай çемьешĕн хăйне евĕрлĕ пулăмсемпе паллă юлчĕ. Пĕрисене вăл савăнăç, теприсене хуйхă илсе килчĕ. Иртнĕ уйăхра 33 ача çуралнă: 12 арçын ача, 21 хĕр ача. Пĕлтĕрхинчен çут тĕнчене виçĕ пепке ытларах килнĕ. Аист 13 çемьене _ пĕрремĕш хут, 11-шне _ иккĕмĕш, 7-шне виççĕмĕш хут вĕçсе килнĕ.
Никам та ку тĕнчене ĕмĕрлĕх килмест. Иртнĕ уйăхра 38 çын ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ çын сахалрах вилнĕ.
19 çамрăк каччăпа хĕр пĕр çемье çулĕпе утма кăмăл тунă. 9 мăшăр тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлса кайнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)