14 октября 2015 г.
Математика вĕрентĕвĕн Мускаври центрĕ Раççей Федерацийĕнчи вĕрентỹпе наука министерствипе тата "Россия сегодня" МИА, "Учительская газета" пулăшăвĕ- пе выпускниксене пысăк шайра хатĕрлекен вĕрентỹ организацийĕ- сен списокне пичетлесе кăларнă. Унта ялти 200 шкул кĕнĕ. Пирĕн республикăран вара 11 вĕрентỹ учрежденийĕ тивĕçнĕ. Лайăххисен йышĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул та пур. Хисеплĕ ята вăл умлă-хыçлах иккĕмĕш хут çĕнсе илчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ тĕрлĕ инновациллĕ проекта хутшăнать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан ирĕклĕ пĕрлешỹсен центрĕ вăл. Республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсем хушшинчи "Я умею плавать" пилотлă проектăн площадки шутланать.
2015 çул кăтартăвĕсемпе шкулта муниципаллă этапра 70, Раççей шайĕнчи предметсен олимпиадисенче 6 призер хатĕрленĕ.
Инновациллĕ вĕрентỹ программисене анлăн пурнăçа кĕртнĕрен ачасен пĕлĕвĕ çирĕп кунта. Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕ- сене тытассипе те малтисен йышĕнче тăраççĕ. Ялта шкулăн сумĕ пурах.
Коллектива Н. Андреева ертсе пырать. Кунти кашни педагог хă-йĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшать.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)