07 октября 2015 г.
Октябрĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 2-мĕшĕччен районта та, республикăри пекех, гражданла хỹтĕлев уйăхлăхĕ пырать. Çавна май Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ятарлă мероприяти иртрĕ. Ачасем патне район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин, пушар надзорĕн начальникĕ Н. Назаров тата дознавателĕ В. Давыдов çитрĕç. Кашнийĕ çи- тĕнекен ăрăва гражданла хỹтĕ- левпе çыхăннă пулăмсемпе паллаштарчĕ. Тимлĕхе ỹстерес енĕпе вара шкул саккинченех хăнăхса пымалла иккен. Шăпах çакна тĕпе хума тăрăшрĕç тĕл пулура. Ку темăна малтанах Г. Каллин çĕклерĕ. Ун хыççăн Н. Назаров пушар хуралĕн историйĕпе паллаштарчĕ. В. Давыдов вара инкек-синкексем мĕне пула тухни çинче чарăнса тăчĕ. Ачасене шухăша яма хăш-пĕр цифрăсем илсе кăтартрĕ. Кăçал республикăра 700 хутчен вут-çулăм алхаснă-мĕн. Вĕсенче 60 ытла çын пурнăçĕ татăлнă. Район кăтартăвĕсем те пĕчĕк мар. Инкек-синкекĕ вара электрооборудовани юсавсăрринчен, ачасем тимсĕр пулнинчен те сахал мар пулать иккен. Иртнĕ эрнере районта 5 пушар шута илнĕ. Иккĕшĕ шăпах ачасем шăрпăкпа вылянипе çыхăннă.
Шкулта вĕренекенсене аслисен калаçăвĕ интереслĕ пулчĕ. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене илчĕç вĕсем. Шăрпăк ачасем валли тетте маррине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче хускатмалли темăсем те çуратрĕç. Кĕрхи ĕçсене пуçтарнă хыççăн пахчасене пухăннă çĕрулми аврисене вырăнта пачах çунтарма юраманнине пĕлчĕç. Компьютера, телефон зарядникне, телевизора та çывăрнă вăхăтра розеткăран кăлармалла-мĕн.
В. Антипов вĕрентекен пушарта инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу памаллине аса илтерчĕ.
Теори хыççăн вĕренекенсем ăна практикăра туса пăхрĕç. Пушар надзорĕн ĕçченĕсем инкек-синкекре хăтăлмалли майсене вĕрентрĕç, пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе паллаштарчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)