Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ваттисен сăмахĕсем ачасене ăс параканнисем

07 октября 2015 г.

 Ваттисен сăмахĕсем _ чăваш халăхĕн ламран лама куçса пыракан пысăк пуянлăхĕ. Вĕсемпе эпир кашни кунах усă куратпăр. Пурнăçăн кирек хăш самантĕнче те вырăнлă ватă çын калани: çемьери хутшăнура, йăнăш утăм тусан, ĕçре ỹркенсен, хамăра пысăка хурсан, çывăх çынсемпе хирĕçсен, вĕренме тăрăшмасан тата ытти чухне те. Ваттисен сăмахĕпе вĕрентсе каланине илтсен эпир унăн пĕлтерĕшĕ тавра шухăшлама пуçлатпăр. Çавăнпа та вĕсем асра юлаççĕ, итлесе ларакан çынна шухăша яраççĕ

. Ваттисен сăмахĕсенче тăван халăхăмăрăн тарăн та пуян ăсĕ, шухăшлавĕ, чăваш чĕлхин илемĕпе сăнарлăхĕ, витĕмлĕхĕ палăрать. Каланин пĕлтерĕшĕ час-часах тỹрĕ мар. Чăваш кăнттаммăн каласа çынна кỹрентермест, вăл вăлтса, айккинчен илсе пырса вĕрентет. Çавăнпа хăш-пĕр ваттисен сăмахĕсен шухăшне ачасем ăнкарсах илеймеççĕ. Вĕсене ăнланса илсе пуç тавра шухăшлама пулăшасси, ас туса юлса пурнăçра усă курма хăнăхтарасси чи малтанах пирĕн, вĕрентекенсен, тивĕçĕ тесе шутлатăп.

Эпĕ хам ирттерекен чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче çак тĕллеве тăтăшах пурнăçлама тăрăшатăп. Унччен ача-пăча çак сăмахлăхăн ырă тĕслĕхĕсемпе урамри ватă çынсенчен илтсе паллашнă, ăса хывнă. Шел пулин те, хальхи вăхăтри аслă çултисем те ваттисен сăмахĕсене пĕлсех каймаççĕ _ самани урăхла. Уроксенче мĕнлерех ĕçсем туса ирттерме пулать-ха вак жанрăн тĕслĕхĕсемпе? Чи малтан çакна шута илмелле: итлесе ирттерсе янипе çеç ача ăс-тăнĕнче вырнаçса юлас шанчăк сахал. Эрнере пĕрне ас туса юлайсан та çулталăкри вĕренỹ çулĕнче вăтăр тăваттăшне пĕлетĕн. Вĕренекенсене хăйсен пуплевĕнче усă курма та хăнăхтармалла.

Епле майпа туса пыма пулать-ха çакна? Ваттисен сăма- хĕпе усă курма урокăн кирек хăш тапхăрĕ те вырăнлă. Чи анлă сарăлнă мелсенчен пĕри _ ваттисен сăмахĕсен пуçламăшне е вĕçне парса ытти пайне туптарасси. Ачасен ĕçне çăмăллатма кĕртсе лартмалли сăмахĕсене те пама юрать. "Паракантан илме каланă, …", "Аттуна тăхăн та…". Тепĕр чухне çак çирĕпленнĕ сăмахсене вырăнĕ-йĕркине пăтраштарса паратăп. Ку каллех пуçа ĕçлеттерет-шухăшлаттарать. Вĕренекен вара вĕсен пуçламăшĕпе вĕçне тупиччен çак ăслă сăмахсене пуçа хуратех. Унсăр пуçне унăн шырас-тĕпчес интересĕ ỹсет. Ятарласа ваттисен сăмахĕсенче йăнăшсем ярса тупма хăнăхтаратăп. Уйрăм карточкăсем туса килме хушма юрать.

Чи кирли _ ваттисен сăмахĕсен шухăшне тĕрĕс ăнланса илме вĕрентесси. Епле майпа? Калаçу, ыйту-хурав меслечĕпе. Çыхăнуллă пуплеве аталантарнă май пĕр-пĕр тема тавра е кашни хăйне килĕшекен ваттисен сăмахне суйласа илсе кĕске калав ăсталатпăр. Суйланă ваттисен сăмахĕ тăрăх ỹкерчĕк те хатĕрлеме пултараççĕ. Пĕр-пĕр чĕр чун çинчен калаçнă чухне çав чĕр чун пирки калакан ваттисен сăмахĕсене пĕр çĕре пуçтаратпăр.

Текста е сăвва тишкернĕ хыççăн та çывăх темăллă темиçе ваттисен сăмахĕ паратăп. Вĕренекенсем çак хайлав шухăшне уçса параканнине тĕрĕс суйлама хăнăхаççĕ. Литература геройĕ çинчен калаçнă чухне час-часах çапла ыйту паратăп: эсир çак героя мĕнле ваттисен сăмахĕпе вĕрентсе каланă пулăттăр? Хурав чылай пулма пултарать. Чи кирли _ шухăшлама пултарни.

Ребуссем ăсталама вара ачасем питех те юратаççĕ. Кайран хăйсем суйланă ваттисен сăма- хĕсем тăрăх хатĕрленисене пĕр- пĕрне туптараççĕ. Тепĕр чух доска çинче пĕрле ăсталатпăр. Час-часах урок самантĕнчех икĕ-виçĕ ваттисен сăмахне пăхмасăр вĕренсе калама вăхăт паратăп. Ачасем вĕсене лайăх ас туса юлаççĕ. Хăшĕ иккĕшне ас туса юлать, хăшĕ _ виççĕ те.

Ваттисен сăмахĕсем урлă ỹсе-кен ăрăва тĕрĕс воспитани парас меслетсем виçесĕр. Вĕсене вĕрентекенĕн яланах шырама, ачасен чунĕсем патне çитерме, ăнлантарма пĕлмелле. Çакă кашни учителĕн, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ тесе шутлатăп.

М. СЕЛЕНДЕЕВА, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул учителĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика