16 сентября 2015 г.
Халĕ те вĕсем сентябрĕн 12-17-мĕшĕсенче Оренбург хулинче иртекен "Зарница Поволжья-2015" çарпа спорт вăййине хутшăнма тивĕçнĕ. Каччăсемпе хĕрсем хăйсен пултарулăхне стройпа утса, пневматика пăшалĕпе персе, шывра ишсе, граната ывăтса тата ытти спорт мероприятийĕсенче кăтартĕç. Çавăн пекех тактика вăййинче "çапăçăва" кĕрсе, разведка хутшăнса, пĕрремĕш пулăшу парса чăн-чăн салтак пурнăçне тутанса курĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)