Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Шăнкăртатрĕ шăнкăрав _ пурте шкулалла утар

05 сентября 2015 г.

 Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти кашни ялта тенĕ пекех чечек çыххи йăтнă, илемлĕ тумланнă шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕлỹ çурчĕ еннелле утрĕç. Пĕлỹ кунĕ ытларах пĕрремĕш класа каякансене илĕртрĕ. Вĕсем çак куна савăнса та, кăштах хумханса та кĕтсе илчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Мешков çак савăнăçлă кун Шăнкăртамри пĕрремĕш тата Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенче пулчĕç. Вĕсемпе пĕрлех ачасене саламлама ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç. "Шкул вăл _ çĕнĕ тĕнче, çĕнĕ туссем. Пĕрремĕш класа каякансемшĕн паян пĕлỹ тĕнчинче интереслĕ çул çỹрев пуçланать, 11-мĕш классемшĕн _ малашнехи пурнăçра хăйсен вырăнне тупмалли утăмсем", _ терĕ Николай Иванович пурне те саламланă май. Олег Вадимович та çак сăмахсене çирĕплетсе учительсене тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ, вĕренекенсене малалла лайăх вĕренме ырă сунса глобуссем тата тĕнче карти парнелерĕ. "Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче учительсене пĕтĕм ĕçре ăнăçу, творчествăлла ăнтăлу, ачасене кашни кун тăрăшса вĕренме, конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтерме сунатăп. Пурнте те тепĕр хут сентябрĕн 1-мĕшĕ ячĕпе саламлатăп!" _ терĕ О. Мешков. Çавăн пекех килнĕ хăнасем шкул коллективне, республикăри тĕрлĕ конкурса хутшăнса призлă вырăн йышăннă вĕренекенсене дипломсемпе, грамотăсемпе, асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç. С. Калайбашевăпа Г. Абейдуллова шкул директорĕсем чи лайăх вĕренекенсене Хисеп хучĕсем пачĕç.

Шкул ачисем те парăмра юлмарĕç: сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç...

; ; ;

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 926 ача парта хушшине ларчĕ, вĕсенчен пĕрремĕш класра _ 106ăн. Пĕрремĕшсем çак кун ашшĕ-амăшĕпе тата ытти вĕренекенсемпе пĕрлех чечек çыххисем йăтса шкулалла утрĕç. Çутă та ăшă классенче вĕсене кĕтсе илчĕç. Хаваслă мероприятине вĕрентекенсене тата вĕренекенсене саламлама шкул директорĕ Н. Андреева, шкул совечĕн председателĕ А. Прохоров, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Ю. Миронова, республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн ертỹçи С. Викторов тата районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертỹçи Г. Афанасьев хутшăнчĕç. Вĕсем ачасене Пĕлỹ кунĕ ячĕпе саламланă май ăнăçусем сунчĕç. Çавăн пекех хастар вĕренекенсене тата учительсене грамотăсем парса хавхалантарчĕç.

; ; ;

Çуллахи каникул хаваслăн иртсе кайрĕ. Шкулсем ачасене каллех шăнкăрав сассипе чĕнеççĕ. Шăхачри пуçламăш шкул-ача сачĕ те сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă шăв-шавпа тулчĕ. Çак кун 14 вĕренекен парта хушшине ларчĕ тата шкул çулне çитмен 43 ача килчĕ. Вĕсене Н. Адидатова директор ăшă сăмахпа кĕтсе илчĕ, ирсерен çакнашкал хавас кăмăлпа шкул еннелле утма сунчĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕ И. Васильев, хăнасем тата ашшĕ- амăшĕ пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.

Районти вĕрентỹ учрежденийĕсенчи торжествăлла линейкăсем шăнкăрав сассипе вĕçленчĕç. Вĕренекенсем хăйсен класĕсене кĕчĕç, партăсем хушшине вырнаçса ларчĕç. Кашни класрах çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш урок "Ачасен пурнăçĕнчи хăрушлăха сирсе ярасси" темăпа иртрĕ.

5 çулта районти вĕрентỹ учрежденисене техника базипе тата кирлĕ материалсемпе пуянлатма 7 млн тенке яхăн, 19 шкула ремонт тума 31 млн тенкĕ ытла укçа куçарнă.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика