26 августа 2015 г.
Районта пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланса пынине йăла-йĕрке тивĕçтерĕвĕпе тăрăшакансем нумайланнинчен те паллă. Пĕр 10 çул каялла кăна-ха парикмахерскисене шутласа тухма алăри пỹрнесем те çитетчĕç. Халь вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 20-е яхăн. Апла пулин те тỹрех пырса çỹç кастарма е сăрлаттарма, прическа тутарттарма çук _ черет. Çавăнпах маларах çырăнса хума тивет. Туя е пĕр-пĕр паллă мероприятине каймалла пулсан та парикмахерскине васкатпăр-çке. Уявсенче ача садне çỹрекенсене те _ шкул пĕтерекен выпускниксем пирки калаçмалли те çук _ ашшĕ-амăшĕ кунтах илсе килет. Качча каякансем хушшинче çỹçне тирпейлеттермесĕр ылтăн çĕрĕ тăхăнакан çук та пулĕ. Самана улшăнсах пырать çав...
"Авангард" хаçат редакцийĕн çуртĕнче вырнаçнă "Багира" парикмахерски çынран пĕрре те татăк тăмасть. Хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, ют çĕртен те кунта килеççĕ. Çакă парикмахерсен ĕçĕпе çынсем кăмăллине пĕлтерет те ĕнтĕ. 10 çул каялла уçăлнăскер рынок экономикинче вăй илсе ят-сумне аванах çỹле çĕклерĕ.
_ Шкулта чухнех юрист пулас килетчĕ. Ĕмĕте пурнăçлас тесе Патăрьелĕнчи Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Вăхăта çухатас мар тесе Çĕнĕ Шупашкарти 15-мĕш училищĕре парикмахер профессине алла илтĕм. Вĕреннĕ май ĕçлеме те килĕшрĕ. Диплом илнĕ хыççăн Шупашкарти "Ева" парикмахерскинче вăй хутăм. Шăпа, Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ỹснĕ пулсан та, аттен çуралнă тăрăхне илсе килчĕ. Анчах ăçта ĕçлемелле? Шăпах çавăн чухне опыт пуррипе усă курса парикмахерски уçас шухăш çуралчĕ. Мăшăр та, çывăх çынсемпе юлташсем те ĕмĕте пурнăçлама пулăшрĕç, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне "Багира" парикмахерски хуçи И. Елова. Пĕрремĕш утăмсем тума çăмăлах пулман çамрăк предпринимателе. Ун чухне ĕçлеме кирлĕ хатĕрсем те кунта çуккипе Ирина Вячеславовна сушуара, стерилизатора, иструментсене Мускавранах кайса илнĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах талпăннă. Тăрăшулăхне кура унăн çулĕ те уçăлса пынă, клиентсем те йышланнă. Çавна май И. Елова хăйне пулăшма А. Ивановăна илнĕ. Каярах парикмахер профессине илнĕ ытти хĕрсем те Ирина Вячеславна патĕнче ĕçлеме хăнăхнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри халь Патăрьелĕнчех парикмахерски уçнă. Тĕп хулара тăрăшакансем те нумайăн. Уçă кăмăллă предприниматель пуринпе те çыхăну тытать.
Çынна юрасси питĕ йывăр ĕç. Улшăнусем кĕртмесен, паянхи пурнăç таппипе утмасан клиентсем сивĕнесси те часах. Ирина Елова пĕрле тăрăшакан Рамиля Юсуповăпа, Людмила Алексеевăпа час-часах пĕлĕвĕсене ỹстерме Мускава, Шупашкара çỹреççĕ. Технологсене те хăйсем патне чĕнсе илеççĕ. Алли-ури çăмăл пулнăран çĕнĕлĕхсене хăвăрт хăнăхаççĕ.
Нумай пулмасть Ирина Вячеславна районти "Çулталăкри чи лайăх специалист" конкурсра "Чи çамрăк предприниматель" номинацинче çĕнтерчĕ.
_ Паян хам парикмахерта тăрăшнишĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Манăн ĕç çынсен кăмăлне кайсан питĕ савăнатăп. Юрист дипломне те илтĕм. Аслă пĕлỹ пурри пурнăçра пулăшса кăна пырать, _ терĕ И. Елова кăмăллăн.
Сăмах май, Ирина виçĕ ача амăшĕ, çемье ăшшине упраканĕ.
Вулакана пĕлме "Багира" сăмахăн пĕлтерĕшĕ темиçе тĕрлĕ те пур. Тутар чĕлхинче вăл уçăлăха тата йăлтăрккана ăнлантарать. Çавăн пекех историксем ăна Ирина ятпа _ хаклă, хитре тенипе _ çыхăнтараççĕ. Анчах Индинче калани тĕрĕсрех пек. Индинче колони вăхăтĕнче вырăнти тара илнĕ салтаксем (вĕсене сипаи тенĕ) пăлхав çĕкленĕ. Вĕсем хура паллăсемпе усă курнă, сăрланнăран пантера евĕртерех курăннипе "багир" (хинди чĕлхинчен куçарсан леопард, хура пантера тенине пĕлтерет) тенĕ. Çавăн пекех вăл шăпах хура тĕсе те ăнлантарать, çакă та Багира ята витĕм кỹнĕ.
Сăн ỹкерчĕксенче: И. Елова; Л. Алексеевăпа Г. Юсупова ĕç вăхăтĕнче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)