08 августа 2015 г.
Районти моряксен алли питĕ çăмăл пулчĕ темелле. 2010 çулта тинĕс-çар флочĕн хастарĕсен пуçарăвĕпе район центрĕнчи Арбатра ветерансене чыс та хисеп туса пуçласа пĕрремĕш палăк уçрĕç.
Каярахпа вĕсен ырă шухăшне чикĕ хуралçисем, ракетчиксем, салтак тивĕçне Германинче пурнăçланисем малалла тăсрĕç. Илен кунĕнче, августăн 2-мĕшĕнче вара ВДВ-шниксем, сывлăш çар службинче присяга йышăннисем, хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ палăк-стелла умне пĕрремĕш хут пуçтарăнчĕç. Шăпах çак кунхине Раççейре сывлăшпа десант çарне туса хунăранпа 85 çул çитрĕ. Мероприятие ĕнерхи салтаксем, ытти çар службинче тăнă ветерансем, район центрĕн че пурăнакансемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Вĕсемпе пĕрлех сывлăш-çар службинче хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланисене уяв ячĕпе саламлама район администраци пуçлăхĕ Н. Глуховпа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров хутшăнчĕç, хăйсен сăмахĕнче кучухнехи çар пĕлтерĕшĕ, çамрăксене патриотла воспитани парасси витĕмлĕ пулнине палăртрĕç.
Уява ертсе пынă май, пухăннисене ВДВ ветеранĕсем В. Антоновпа В. Яковлев саламларĕç, палăк туса лартас пархатарлă ĕçе хастар хутшăннисене юбилейлă медальпе наградăларĕç. "ВДВна мухтав!",_ терĕç вĕсенчен кашнийĕшĕ хăйсен професси уявĕшĕн савăнса.
А. ЕГОРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: сывлăш çар службинче пулнисен ушкăнĕпе уява хутшăннисем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)