Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Каникул усăсăр иртмест

11 июля 2015 г.

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул çурчĕ çумĕнче çĕр лаптăкĕ пур. Çакă савăнтаратех. Хăйне май çĕр "азбуки" теме пулать ăна. Мĕн кăна çитĕнтерме пулмасть унта! Кăçал та çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, сухан, ыхра, купăста, хăяр, ытти культурăсене акнă-лартнă. Пăхса çитĕнтересси вара ачасем çине те тиенет. Графикпа килĕшỹллĕн кашни вĕренекен вăхăтран-вăхăта апат-çимĕç культурисене, чечек йăранĕсене çум курăкран тасатма, шыв шăварма çỹрет. Çимĕçĕ те, илемĕ те хăйсемшĕнех мар-и?

Шкул пахчинче çитĕнтернĕскерсене поварсем апат пĕçерме усă кураççĕ. Çакă çимĕçе тутă кĕртме те, апат хакне йỹнетме те пулăшать.

Ăс-тăна аталантарса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем "Снежные барсы", "Короли", "Чемпионы", "Спрайт" тата ытти отрядсенче çуллахи лагерьте канаççĕ. Кашни ир хаваслă зарядкăран пуçланать. Ăна В. Солдатов физкультура учителĕ ирттерет. Ачасен сывлăхне çи рĕплетес тĕллевпе Патăрьелĕнчи "Паттăр" ачасемпе çамрăксен спорт шкулне те çỹреççĕ. Шкул библиотекинче вара "Юмахри винегрет" конкурс йĕркелерĕç. Отрядпа отряд тупăшрĕç унта. Библиотекарьсем юмахсенчи сăнарсене пĕлнине тĕрĕслерĕç. Литература çулталăкĕнче çакă кирлех те пулчĕ. Мероприяти ăс-тăна аталантарма та пулăшать. Ун пек чухне яланах туслăх çĕнтерет.

Пĕр отряд ỹт-пỹпе пуçа кантаракан пỹлĕмре канчĕ. Пĕрисем чуна килĕшỹллĕ кĕвĕсем итленĕ чухне теприсем юмах "терапине" лекрĕç. "Семеро козлят" тата "Теремок" пĕчĕк сценкăсем курчĕç.

Район библиотекине çитнисем экологи викторинине хутшăнчĕç.

Шашкăлла выляма вара кашни отрядран ăстаçăсем тупăнчĕç. Кашни кун çакнашкал интереслĕ те асра юлмалла иртет лагерьте.

Экскурси пурне те килĕшрĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 -çул çитни Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсен асĕнче яланлăхах юлтăр тесе Е. Красновапа Е. Путякова вĕрентекенсем çитĕнекен ăрупа Санкт-Петербург хулине эрнелĕхе çул çỹреве тухрĕç. Малтанах Ленинград блокадине сăнлакан вырăнсенче экскурсинче пулчĕç. Пискарев масарне çитрĕç. Мемориалти кĕвĕ çỹçентермеллипех çỹçентерет. Совет Çарĕн паттăрĕсемпе блокадăна лекнисене пытарнин музейри кăтартăвĕ куç умне яр уççăн тухать.

Тĕнчери чи пысăк зоологи музейĕнчи экспонатсем мĕне тăраççĕ тата. Чи пĕчĕк Димăпа Машăна мамонтсен бренчĕ илĕртрĕ. 24 метрлă кит тушкин скелечĕ тĕлĕнтерчĕ. Музейăн наука сотрудникĕ Раççей фаунипе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Çул çỹрев программи тĕрлĕ енлĕ те пуян пулчĕ. Петропавловск крепоçне, Хусан, Исаакиевски соборĕсене, Патшалăх Эрмитажне тата ытти çĕре çитни те савăнтарчĕ. Темиçе ĕмĕр каяллахи Романовсен патша йăхĕн историне пĕлчĕ çитĕнекен ăру.

Ачасем кăнтăрлахи хулапа çеç мар, çĕрлехипе те паллашрĕç. Шыв çулĕпе те çỹрерĕç. Курса тĕлĕнмелли нумай. Пурне те çитсе пĕтерме те çук. Çул çỹреве татах та, татах та тăсас килчĕ ачасен.

Çĕнетеççĕ, илемлетеççĕ...

Çуллахи каникул вăхăтĕнче шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕç те пырать. Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕрентекенсемпе ытти ĕçченсем классемпе коридора сăрласа тухнă ĕнтĕ. Пăта çапмалли вырăн вара тупăнатех. Вĕренỹ çуртĕнче тирпей-илем тытса пырас ыйту çулталăк тăршшĕпех тăрать. Вăл вĕрентỹ процесĕнчен пĕртте кая мар.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика