08 июля 2015 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕнĕ витесем хута кайма пуçларĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕшсенче тунăскерсене тахçанах çĕнетме вăхăтчĕ. Ара, вĕсенче хальхи оборудованисене вырнаçтарма та, тракторпа кĕрсе апат пама та йывăртараххипе ĕçе çăмăллатма та май çукчĕ. Çаксене шута илсех ĕнтĕ Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹ 2013 çулта 200 ĕне вырнаçакан тăватă ретлĕ вите хута ячĕ.
Пĕлтĕр вара тата тепри валли те вăй çитерчĕç. Çавăн пекех кивĕ хуралтăна реконструкцилесе çуллахи лагерь тунă. Кунта та выльăх-чĕрлĕх пăхакансене вăй хума пур услови те пур. Сăвăнакан сĕт тỹрех пăрăх тăрăх холодильнике каять. 5 тоннăллă сивĕтмĕш те çĕнĕ. Унта-кунта тислĕк купаланса тăнине те курмастăн. Навуса транспортерпа кăлараççĕ. Тухакан каяша тракторпа çийĕнчех тиесе кайса палăртнă вырăна тăкаççĕ. Территоринче хăть хăçан та таса, тирпейлĕ. Тĕрĕссипе, фермăна тата техника паркне ют машина пырса та кĕреймест _ шлагбаум лартнă. Ăна хуралçă кăна уçать. Çĕрле вара пур çĕрте те видеокамера ĕçленĕрен пурте алă тупанĕ çинчи пекех.
_ Пĕлтĕрхи типĕ çул çĕр улмирен таса тупăш _ 2 млн тенкĕ, тырăран _ 800 пин тенкĕ кĕнĕ пулсан, сĕтрен _ 7 млн тенкĕ! Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăх кассине чи нумай укçа кĕртнине шута илсе ăна аталантарма тăрăшатпăр. Малалла утас тесен пурнăçпа тан пымалла, çавăнпах витесене те çĕнететпĕр. Кăçал тата тепĕр хуралтă тума пуçларăмăр. Ăна кĕркунне валли хута яма палăртнă, _ терĕ хуçалăх ертỹçи П. Ялуков.
_ Ĕнесен ăратне лайăхлатма та тĕллев лартрăмăр.
_ Ĕнесене май пуçламăшĕнчех кĕтĕве кăлартăмăр. Шăрăх вăхăтра вара хире илсе тухмастпăр, уçăлтармалли лаптăкра кăна çỹреççĕ. Апат илсе килсе параççĕ. Шыв, тăвар умĕсенче яланах пур. Çăва тухсан та пĕлтĕрхи сенажпа тăрантартăмăр. Вăл нумай пулмасть çеç пĕтрĕ. Сĕтеклĕ апата çулленех çителĕклĕ хывма тăрăшатпăр. Рацион тулли те пуян. Апата пăтраштарса вĕтетсе паратпăр, _ пĕлтерет А. Полякова тĕп зоотехник.
Витесене чир-чĕр сарăласран çуркунне тата кĕркунне шуратса дезинфекцилесех тăраççĕ. Хĕле валли юсама та пикеннĕ.
Хуçалăхра тахçантанпах кадр ыйтăвĕпе нушаланмаççĕ. Фермăра та ку тĕлĕшпе йывăрлăх çук. Ютран ĕçлеме килекенсене валли общежити туса панă. Шалу та вăхăтра тỹлеççĕ. Дояркăсем халь уйăхра 28 пин тенкĕрен кая мар илеççĕ.
Пăрусем тăракан витесенче те тирпейлĕ. Тин кăна çут тĕнчене килнисене ăшăнма, типĕнме ятарлă клеткăна, хĕрлĕ лампочка айне вырттараççĕ. Вĕсене Е. Ермолаевăпа Л. Раськина пăхаççĕ. Иккĕшĕ те хăйсене шаннă ĕçе юратса пурнăçлаççĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)