Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ăшă çумăр

04 июля 2015 г.

Ăшă çумăр ячĕ ташласа,

Типĕ çĕр ал çупрĕ савăнса.

Ячĕ уççăн, хыттăн кăшкăрса

Çĕр ĕçченĕ хăнана курса.

Тунсăхланă йывăç-курăксем,

Пахчари имшеркке чечексем.

Хаш сывларĕç çумăра сиссе,

Тинех туйрĕç ырлăха вĕсем.

Ăшă çумăр _ кашнинпе тăван.

Шăпăр-шăпăр! Чĕрере аван!

Пачĕ мăнука парне _ кỹлленчĕк,

Тăпăр-тăпăр! Асăмри ỹкерчĕк.

 

Илем

Çуркуннен чи шепрех,

чи чипер вăхăт пур,

Тыткăна илекен куç тулли асам ку.

Пахчари йывăçсем шурă тум тăхăнни,

Улмуççи те чие чи хитре курăнни. Тĕлĕнен.

Çак илем пулнипе киленен,

Кăмăлтан йăпанан, чунупа çĕкленен.

Çут çанталăк парни еплерех ытарми,

Çуркунне çеç пулать куç илми, илĕртми.

Г. ХЛЕБНИКОВА. Патăрьел ялĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика