04 июля 2015 г.
2000 çулта е унран кĕçĕнрех çуралнă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тĕрлĕ ялтан вĕренекен тата ытти пĕлỹ çурчĕсенче ăс пухакан арçын ачасем (19ăн) Атăлçи федераллă округăн Чулхулари оборонăпа спорт лагерĕнче пулчĕç (ỹкерчĕксенче унăн саманчĕсем). Çитĕнекен ăру тем пекех кĕтрĕ çакна. Лагерьте спорт программипе пуян çар хатĕрленĕвĕ, культура мероприятийĕсем иртрĕç. Икĕ кунĕнче ачасем уйри палатка "хулинче" пурăнчĕç. Хăйсен виçипе çĕлеттернĕ ятарлă тум тăхăнтартни те ачасене хăпартлантарчĕ. 17 кун 7 регионти пулас "салтаксемшĕн" тухăçлă иртрĕ. Ăмăртăва Крымпа Луганскран та хутшăнчĕç.
Çар "хатĕрленĕвĕ" экскурсисемпе пуян пулчĕ. Хулапа, Кремльпе, планетарипе, лаша спорчĕн шкулĕпе паллашрĕç ачасем. Цирка та кайса килчĕç. Илĕртỹллĕ тренировкăсем, вăя, чăтăмлăха, хăвăртлăха, тавçăрулăха виçмелли конкурссем кăмăла кайрĕç. Ирпе çар çыннисем пекех тревогăпа тăмалла. Мĕн кирлине тивĕçлипе пурнăçлас тесен пурне те тĕрĕс те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Кун йĕрки çирĕп: практика тата тактика хатĕрленĕвĕнче çеç 4 сехет иртет.
Полигонри кулленхи занятисем усăллах пулчĕç. Спортсменсем топографине тĕпе хурса вырăна чухлама тăрăшрĕç. Çар хĕç-пăшалне алла тытса сỹтсе пуçтарма тиврĕ. Офицерсем чылай кирлĕ сĕнỹ пачĕç. Танкодромра пулни те пуриншĕн те асра юлĕ. Çар условийĕсенчи çыхăçу мелĕ те кăсăклантарчĕ. Зачет пама пултарнишĕн те савăнмалла. Автоматран пересси вара кашнинех илĕртет.
Стройпа утма та, çар уставне кирлĕ пек пăхăнма та хăнăхма пулать иккен. "Стрэйк-бол" вăйă пурне те килĕшрĕ. Бассейнра ишме кăмăллă. Спортпа çар конкурсĕсем çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртма май пачĕç. Вĕсем смена тăршшĕпех пычĕç. Пирĕн ачасем устава лайăх пĕлнипе (Д. Малиновский), "Çамрăк медик", кĕрешес енĕпе, 100 метра чупса (П. Тинюков), 50 метра ишсе (Д. Козлов), волейболпа, футболпа пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ытти 4 енпе иккĕмĕшĕнче пулчĕç. Пĕтĕмĕшле вара мала тухса савăнтарчĕç, кубок çĕнсе илчĕç. Кашни спортсмена "Гвардеец" сехет, рюкзак парнелерĕç. Çак çитĕнỹре пирĕн офицерăн, М. Григорьев аслă лейтенантăн тỹпи пысăк. Шкулти В. Падисовпа Ю. Краснов физкультура учителĕсен, воспитатель-наставниксен тăрăшуллă ĕçĕ те курăмлах.
Шупашкарта ачасене республика ертỹçисем кĕтсе илчĕç.
Çул çỹрев пурне те килĕшрĕ. Уйрăмах пысăк çитĕнỹ савăнтарать. Мĕн чухлĕ çĕнĕ юлташсем тупрăмăр, кирлĕ хăнăхусем илтĕмĕр, çар пурнăçне "тутантăмăр", сывлăха çирĕплетрĕмĕр. Лагерьте пулни кашнийĕн асĕнче нумайлăха юлĕ. А. ИВАНОВА
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсме- нĕсем районта, республикăра иртекен ăмăртусенче çеç çитĕнỹ туса палăрмаççĕ. Иртнĕ çулсенче вĕсем чи хастар ачасемпе Анапăри пысăк спартакиадăна хутшăнса палăрнăччĕ. Кăçал вара _ тепĕр çĕнтерỹ, Хисеп грамотисем, парнесем...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)