01 июля 2015 г.
"2015 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ памалли условисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртни, производствăна модернизацилени тата техника тĕлĕшĕнчен пуянлатни, инноваци продукцийĕн тỹпине пысăклатни, производство калăпăшĕн тата ĕç тухăçлăхĕн ỹсĕмĕ, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелени пулса тăрĕç". Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Патăрьелĕнче кафесемпе пиццерисен, столовăйсен шучĕ çуллен ỹссе пырать. Хăшĕ-пĕри ячĕ халăхра палăрса ĕлкĕричченех хупăнать, тепри ăнăçлă ĕçлесе каять. Паян апат пĕçерекен учрежденисенчен пуринчен те асли _ "Пегас" кафе. Вăл районта уйрăм çын хăй вăйĕпе уçнă пĕрремĕш кафе. Унăн никĕсне 1996 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче, лару-тăру таканари шыв пек выляса тăнă, предпринимательлĕх пирки сăмах уçма пуçланă чухнех, янă. Пысăкăшĕ маларах 5х6 тăваткал метр кăна пулнă, паян вара _ 220,5. Тăрăшсан, вăй хурсан пĕчĕкрен пысăк тума та пулать.
_ Аслă хĕрĕм Оля Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренсе тухсан ăçта ĕç вырăнĕ тупасси пирки шухăшлама пуçларăмăр. Организаци-предприятинче кризиса пула кадрсене кĕскетеççĕ, анчах килте ларнипе кăна пурнăç пулмасть-çке. Çавăнпах киоск пекки уçас шухăш çуралчĕ. Автовокзал çумĕнчи пушă лаптăка _ мăян, пиçен, хупах ăшне _ кирпĕчсене пушатрăмăр. Хамăр вăйпах никĕсне ятăмăр. 1997 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче пĕрремĕш туянакансене йышăнтăмăр. "Пегас" ята мăшăр, Борис Иванович, пачĕ. "Яланах çỹлте вĕçтĕр", _ терĕ, _ пуçларĕ хăйĕн калаçăвне кафе хуçи З. Петрова.
Пĕчĕк кăна суту çуртĕнче конфет-печени, сок-лимонад е тата ытти вак япаласем туянма пултарнă çула тухакансем. Анчах пылак çинипе кăна тăранаймастăн-çке, инçе çула çỹрекен тата вырăнти автобус водителĕсем, пассажирсем чей, кофе, вĕри апат ыйтма пуçланă. Халăх кăмăлне шута хурса Зинаида Константиновна Оля хĕрĕпе икерчĕ, пельмен пĕçерме пуçланă. Çынсем вара "Пегас" патне пыракан сукмака ытларах та ытларах такăрлатнă. Кăшт вăхăт иртсен столовăй уçас шухăш çирĕпленнĕ, çулталăкран апат пĕçермелли тата чашăк-кашăк çумалли пỹлĕмсем тунă. Çапла майпа пĕчĕк кăна лавккаран техĕмлĕ апатпа сăйлакан кафе пулса тăнă. Çỹрекенсем нумайланнăран, иккĕн çеç ĕлкĕрейми пулнăран В. Тарасова повара ĕçе илнĕ. Валентина Александровна çавăнтанпах кунта тăрăшать. Сăмах май, вăл 2013 çулта "Районти чи лайăх повар" ята илме те тивĕçнĕччĕ.
Самана пĕрре те пĕр вырăнта тăмасть. Ялан малалла та малалла утать, çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтать. "Пегас" кафене паянччен тăватă хутчен анлăлатса хитрелетнĕ. Икĕ хутлă çурт халь таçтанах курăнса ларать. Харăсах 150 çынна йышăнма пултарать вăл. Кунта çемьери чи савăнăçлă уявсене те _ юбилейсене, туйсене, çуралнă кунсене _ ирттереççĕ. Сĕтел çине мĕн-мĕн лартассине йăлтах килĕшсе татăлса тăваççĕ: çыртса ямаллинчен пуçласа салат, вĕри апат таранах. Унсăрăн май та çук, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕрен пуянраххисем хаклăрах апатсем, теприсем кăшт йỹнĕрех, çав вăхăтрах тутлăхлине лартма ыйтаççĕ. Зинаида Константиновнăпа Валентина Александровна кашни клиент кăмăлне шута илеççĕ, сĕнỹсемпе пулăшаççĕ.
Кафе çурчĕ темле чаплă та капмар ларсан та апат сĕтеклĕ пулмасан çынсене хăвапа хăваласан та çиме кĕртеймĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем "Куç _ хитрине, тута тутлине юратать", теççĕ. "Пегас" каферен тухакан техĕмлĕ шăршă иртен-çỹрен сăмсине кăтăклать, шалалла кĕме йыхравлать. Пĕрремĕш хутра апатланакансем килĕшекен çимĕçе хăйсемех суйласа илеççĕ. Темиçе тĕрлĕ салат, чăх тата ытти какайсенчен, пулăран пĕçернĕ блюдăсене курсанах хăшне суйласа илмеллине те пĕлмелле мар. Çитменнине пĕринчен тепри тутлăрах курăнаççĕ.
Иккĕмĕш хутра вара хăвна килĕшекен апата заказ çеç паратăн та кăмăла каякан вырăна кайса ларатăн. Шурă блузка, хура юбка тăхăннă официанткăсем килсех параççĕ. Кунта юлташсемпе пĕрле канма, калаçса ларма аван.
_ Менюра çынсем ытларах ыйтакан апатсем. Çĕннисене те кĕртетпĕр, вĕсене халăх мĕнле йышăннине сăнатпăр. Юратса çимесен хатĕрлеме пăрахатпăр, _ тет В. Тарасова шеф-повар. Ун сăмахне малалла З. Петрова тăсрĕ: _
Çимĕçсене эпир çĕнетсех тăратпăр. Тавар илсе килсе те параççĕ, хамăр та Шупашкара çỹретпĕр. Çурма фабрикатсемпе пачах та усă курмастпăр. Котлетсене, голубцысене, зразысене тата ыттисене те хамăр авăртнă какайпа кăна хатĕрлетпĕр. Çавăн пекех кукăльсене те ĕçченсемех чуста çăрса пĕçереççĕ. Ăшне те хăйсемех тăваççĕ. Вăй хуракансен ĕçне çăмăллатма чуста çăракан агрегат пур.
Рынок тапхăрĕ кашни япалана шута илме ыйтать. Унччен столовăйне кĕрсе апатланакансем турилккесем мĕнлереххине пăхман та-тăр, халь кăшт çеç йĕр кайсан та урăххипе, лайăххипе, улăштарса пама ыйтаççĕ. Паллах, çакă халăхăн культура шайĕ ỹснине те кăтартать. "Пегас" кафере самана таппипе тан утма тăрăшни сисĕнет. Куркасемпе стакансене, турилккесене çĕнетсех тăраççĕ. Сĕтел çиттисем те хитре пулнăран ларма кăмăллă. Туй е юбилей вăхăтĕнче кашнин умне пĕр пек савăт хума тăрăшаççĕ. Пĕр хут усă курмаллисем пачах та çук. Чăнах та, вĕсем ытти чухне хута каяççĕ. Больницăна валли е çул çинче çиме туяннă чухне шăпах полимер материалтан хатĕрленисем çине хурса параççĕ.
Паян апат çимелли учрежденисем уçăлсах тăраççĕ пулсан та "Пегас" кафе йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах утать. Халăх вара хаваспах апат çиме васкать.
О. ПАВЛОВА.
Кафе пирки кĕскен:
"Пегас" кафе хуçи _ З. Петрова. Зинаида Константиновна Сăкăтра çуралса ỹснĕ. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнă. Патăрьелĕнчи санитарипе эпидемиологи станцийĕнче 27 çул ĕçленĕ. Мăшăрĕпе _ Борис Ивановичпа (шел пулин те, вăл паянхи кун вĕсемпе юнашар çук. _ Авт.) _ икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ.
Пегас _ юмахри çунатлă, вĕçекен лаша.
В. Тарасова республикăн тĕп хулинче повар профессине илнĕ хыççăнах района каялла килнĕ. Вăл хăйĕн ĕç опытне Патăрьелĕнчи пĕр садикре, тĕп больницăра, интернатра пухнă. 1998 çултанпа "Пегас" кафере тăрăшать.
Районта пĕчĕк тата вăтам бизнес экономикăн пур отраслĕнче те аталанса пырать. Обществăлла апатлану тата суту-илỹ сферинче предпринимательлĕхре вăй хуракансен 36 проценчĕ тăрăшать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)