11 июня 2015 г.
Вăрçă... Çак сăмаха илтсенех мана хăрушă пулса каять. Кинофильмсенчи, калавсенчи чуна çỹçентерекен самантсем пĕрин хыççăн тепри аса килеççĕ. Пирĕн çемьешĕн чи хаклă сăн ỹкерчĕк пỹртре курăмлă вырăнта çакăнса тăрать. Унта _ манăн мăн асаттепе мăн кукаçи. Вĕсем ăна 1942 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ỹкерттернĕ. Икĕ ентеш шăп çавăн чухне тĕл пулман пулсан манăн анне те, эпĕ те çакă çутă тĕнчене кураймастăмăрччĕ.
Манăн мăн асатте, Василий Григорьевич Исаев (сăн ỹкерчĕкре сылтăмри) 1907 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă. Вăл Шăнкăртамри çар комиссариачĕ чĕннипе 1941 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă.
1941 çулхи сентябрьтен пуçласа 1942 çулхи май уйăхĕччен телеграфпа строительство ротин 741 уйрăмĕнче минометчик-наводчик пулнă. Кайран вара 1944 çулхи июньччен правительство çыхăнăвĕн НКВД çарĕн минометчик наводчикĕ. Унтан каллех хăй малтан службăра тăнă ротăна лекнĕ. 1941 çулта, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, кукамайăн ашшĕ те тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă. Вăл 1944 çулчченех телеграфпа строительство ротин 741 уйрăмĕнче çыхăну линисене тĕрĕслекенни пулнă. Юнлă вăрçă хирĕнче ăнсăртран тĕл пулнă икĕ ентеш. Çакăнта туслашнă, пурри-çуккине пĕрле пайланă, çапăçу лăпланнă вăхăтра ялти пурнăçа, тус-тăванне аса илнĕ. Çемйисем пирки калаçнă, мĕншĕн тесен иккĕшĕн те арăмĕсемпе ачисем тăрса юлнă. Алексей Васильевичăн 1935 çулта кун çути курнă хĕрĕ, Василий Григорьевичăн 1936 çулта çуралнă ывăлĕ пулнă. Хăвăртрах Чăваш Ене каялла таврăнма, çывăх çыннисене ытамĕсене илме ĕмĕтленнĕ. Çавăн пек калаçса ларнă вăхăтра вĕсем хăйсем чĕрĕ-сывă тăрса юлсан ачисене мăшăрлантарма сăмах панă.
Шăпа икĕ чăваш салтакне шелленĕ _ тăван тăрăха йĕркеллех çаврăнса çитнĕ. Василий Григорьевич 1945 çулхи августăн 18-мĕшĕнче таврăннă. Вăл вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех уринчен салтак аттине хывман. "За оборону Москвы", "За оборону Заполярья", "За победу над Германией" медальсене илме тивĕçнĕ. Алексей Васильевич 1944 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче кăкăртан аманнăран госпитальте чылай выртнă. Вăл 1945 çулхи ноябрьте кăна килне çитнĕ.
Икĕ паттăр салтак тăван тăрăха çитсен пĕр тăвансем пек ыталанса илнĕ. Кайран вара çемйисемпе туслашнă. Ачисем те куç умĕнчех ỹснĕ, пĕр-пĕрне килĕштернĕ. 1960 çулта туй кĕрлеттернĕ. Çамрăк мăшăр Патăрьелĕнче пурăнма пуçланă. Икĕ хĕр çуратнă. Шел пулин те, 2000 çулта кукаçи куçне хупрĕ. Кукамай вара паян та пирĕнпе юнашар. Турă ăна çут хĕвелпе савăнса пурăнма тата нумай çул пиллетĕрччĕ.
Мăн асаттепе мăн кукаçине, вĕсем халь пирĕнпе юнашар çук пулин те, тем пысăкăш тав сăмахĕ калас тата пуç таяс килет: вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана çапса аркатма, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Пирĕн, çамрăксен, çитĕнекен ăрун, çĕршыва фашистсенчен хăтарнă ытти салтаксенчен тĕслĕх илмелли пурах!
Н. ИСАЕВА. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)