03 июня 2015 г.
Раççей шайĕнчи "Чи лайăх страхователь" конкурс пиллĕкмĕш çул иртет. Унăн тĕллевĕ _ бизнесăн социаллă яваплăхне ỹстересси. Ĕç паракансен пенсишĕн тỹлесе халь тивĕçлĕ канурисене укçапа, тăрăшакансене пулас пенсипе тивĕçтересси.
Чăваш Республикинчи 17,5 пин организаципе предприяти, вăл шутран Патăрьелĕнчи ĕç паракан 300 çын çак конкурса хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсене палăртнă чухне пенси тата медицина страхованисемшĕн туллин тỹленине, хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса отчетсене панине пăхнă. Çавăн пекех комисси обязательнăй пенси страхлавĕ пирки вăй хуракансенчен ỹпкев пулманнине, вăтам шалу регионри пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахал маррине шута илнĕ. Районти тулли мар яваплă "Батыревское" пĕрлешỹ шăпах çак критерисене пурне те пурнăçланăран Раççей Пенси фончĕн дипломне илме тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)