30 мая 2015 г.
Ачалăх мĕнле иртесси аслисенчен нумай килет. Вĕсен питĕнче куллен савăнăçлă кулă çиçтĕр тесен сахал мар тăрăшмалла. Шăпах çакăн пирки аса илтерет те ĕнтĕ çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчи Ачасене хỹтĕлемелли кун. Ăна çитĕнекен ăру та кăмăлтан кĕтсе илме хатĕрленет. Шкула çỹрекенсем хаваслă каникула каяççĕ. Çакна çирĕплетсе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсемшĕн ятарласа юлашки шăнкăрав янăрарĕ.
Пĕрремĕш _ тăваттăмĕш классенче 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче 380 ача пĕлỹ пухнă. Туслă çемьери хĕрачасемпе арçын ачасем çинчен нумай ăшă сăмах калама пулать: ырă кăмăллă, сăпайлă, малашлăха ăнтăлаканскерсем... 83-шĕ вара тăваттăмĕш класран вĕренсе тухрĕç. Вĕсем те харсăр. Шкул, район, республика шайĕнчи конкурссемпе ăмăртусене хутшăнса, призерсен шутне те пĕрре мар лекнĕ.
Уяв мероприятине директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Г. Краснова уçрĕ. Ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне, хăнасене шкул директорĕ Н. Андреева саламларĕ. Çитĕнекен ăрăва çуллахи каникулта лайăх канма, сывлăха çирĕплетме, тĕрекленме сунчĕ. Шкул директорĕн аслă классенчи вĕрентỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем А. Гранатскаяпа И. Терентьева кĕçĕннисене аппăшĕсемпе пиччĕшĕсен тĕслĕхĕпе малалла та лайăх вĕренме ырă сунчĕç. Уяв ячĕпе çавăн пекех централизациленĕ библиотека системин директорĕ Н. Исаева, кадет класĕн наставникĕ Ю. Яковлев, кĕçĕн классене вĕрентекен учительсен ячĕпе Е. Маркиданова, ачасен ашшĕ- амăшĕ ячĕпе М. Плечова ăшшăн саламларĕç. Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех тăрăшса вĕреннисем, олимпиадăсене, конкурссене хутшăннисем Хисеп грамотисем илчĕç.
Умра _ каникул. Тăраниччен çывăрма, хаваслă канма, сывлăха çирĕплетме вăхăт çителĕклĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен татах та вăй-хал пуçтармалла.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)