Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Поэта асра тытса

27 мая 2015 г.

 Паян вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ К. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Константин Васильевич историне поэт, прозаик, драматург, куçаруçă, фольклорист, илемлĕ чăваш литературине никĕслекен пулса кĕрсе юлчĕ. Унăн пултарулăхĕ _ тĕнче культурин пуянлăхĕ.

Çавна май районта Литература тата К. Иванов çулталăкне халалланă мероприятисем йышлă иртеççĕ. Акă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5-9 классенче вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе районти тĕп библиотекăри "К. Иванова пĕрле вулатпăр" акцие хутшăнчĕç. "Нарспи" поэмăна вĕсем чăвашла, вырăсла, тутарла, ытти чĕлхепе вуларĕç. Çакă та чăваш литература классикĕн пултарулăхне ĕмĕртен ĕмĕре тăсма пулăшать.

Сăкăтри культура çуртĕнче К. Иванов çулталăкне халалласа "Пĕчĕк Нарспи" конкурс иртрĕ. Конкурсантсем хăйсемпе паллаштарчĕç, Нарспи тумне кăтартрĕç, юрлас-ташлас пултарулăхне хак пама май пачĕç тата ытти те. Пĕри те артистран кая мар иккен. К. Тестова "Чи пултарулли", Е. Муллина "Чи маттурри", В. Ершова "Чи илемли", В. Ярзутова "Чи илĕртỹлли", А. Волкова "Чи сăпайли" ятсене тивĕçрĕç. Конкурссем хушшинче Е. Мердина, Келлипе Ксюша Мишинасем, В. Кузнецова режиссер ертсе пыракан пуканесен халăх театрĕ "Кушак патша" пьеса лартса пачĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика