16 мая 2015 г.
Иккĕмĕш тĕнче вăрçин юлашки залпĕсем кĕрлени 70 çул та иртрĕ. Мĕн чухлĕ çын тăван йăвана таврăнаймарĕ ун чухне. Аннесем мăшăрсăр, асаннесем ывăлĕсемсĕр, ачасем аттесĕр тăрса юлнă. Кашни çемьерех йĕр хăварнă вăрçă. Çавăнпа та паянхи мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă салтаксене асра тытасси пирĕн таса тивĕç тесе те шутлатпăр эпир.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8-9 классенче вĕренекен З. Исхакова, Е. Петрова, А. Шулепова, А. Федоськина, Е. Чернов экскурсоводсем Аслă çĕнтерĕве куç умне кăларса тăракан художество галерейине йыхравларĕç. Вăл уçăласса ачасем пысăк хавхаланупа кĕтрĕç. Кашни ỹкерчĕкĕн хăйне май историйĕ пур. Ăна куракансем патне илсе çитересси вара экскурсоводсен тивĕçĕ пулчĕ. Çавна май вĕсем вăрçăра пулнисенчен, тăванĕсенчен питĕ нумай ыйтса пĕлчĕç. Илемлĕ литература вулани те сахал мар пулăшрĕ. Вĕренекенсене вара Н. Кошкина учительница пулăшса пычĕ, тĕрлĕ сĕнỹ пачĕ.
Пĕрремĕш экскурси уйрăмах хумхантарчĕ. Пĕчĕккисем те, аслă классем те тимлесе итлени савăнтарчĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ. Пирĕн ăсталăх та ỹсрĕ, нумай экскурси йĕркелерĕмĕр. Çитĕнекен ăру вăрçăра пуç хунисене асра тытчăр тесе вĕсен чĕрине витерекен туйăмсене çуратма тăрăшрăмăр.
Шкулти галерейăпа районти волонтерсем те килсе паллашрĕç.
Экскурсисем унта малашне те пулаççĕ. В. Сухомлинский калашле, иртнисĕр малашлăх çуках.
Т. ГРАЧЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)