Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » "Çĕнтерỹ сиренĕ" акцие хутшăнса

06 мая 2015 г.

 Ака уйăхĕн юлашки кунĕнче районти ял тăрă- хĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асра тытса тата Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа "Çĕнтерỹ сиренĕ" акци ăнăçлă иртнĕ. Çавна май ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем субботниксене тухса тавралăха тасатнă, сиреньпе юнашарах ытти тĕрлĕрен йывăç та лартнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глуховпа унăн çумĕсем структура подразделенийĕн ертỹçисемпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем çак кунхине Патăрьелĕнчи палăк-обелиск таврашĕнче вăрçă синкерлĕхне, чунсенче паянхи кунччен пирчейми ыратăва аса илтерекен сиреньсене лартнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ те асăннă акци старт илнĕ хыççăнах субботника пысăк хастарлăхпа тухнă. Шкул территоринче 7а класри волонтерсем сирень аллейине йĕркеленĕ хыççăн шкул ачисемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Учителе халалланă палăк умне пуçтарăннă. Шкул директорĕ Н. Андреева, унăн çумĕ И. Терентьева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, шкул музейĕн ертỹçи Э. Карягина ачасемпе акци, Çĕнтерỹ уявĕн пĕлтерĕшĕ пирки калаçнă.

Çак кунхине Е. Краснова биологи учителĕ ертсе пынипе волонтерсемпе учительсем 30 тĕп сиреньпе туя йывăççисене лартнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул волонтерĕсемпе десантниксем те субботника тухса туя йывăççисене лартнă.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта та Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалланă субботника пысăк хастарлăхпа хутшăннă. Г. Сабитова биологи учительници ертсе пынипе "Добрята" волонтерсен ушкăнĕ 80 чăрăш, 30 хыр, 100 тĕп çăка лартса хăварнă. Çĕнĕ шкул территорийĕнче уçнă асăну аллейи çак ялтан аслă вăрçа хутшăнса ырă малашлăхшăн пурнăçне татнă 209 салтак ячĕпе ешĕрĕ.

Тунтикун, майăн 4-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа Сăкăт ял тăрăх депутачĕсем те вăрçă ветеранĕсене халалланă палăк умне 70 йывăç-тĕм лартрĕç. Çак пархатарлă ĕçе пуçараканĕсем районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Глухов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров. Владимир Иванович туя, каштан, спирей тĕмĕсене ятарласа илсе килнĕ. Депутатсем йывăçсене малашне те пăхсах тăма калаçса татăлчĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика