22 апреля 2015 г.
Кадет юхăмĕн историйĕ пуян. Кадет корпусĕн выпускникĕсем çулсем иртнĕçемĕн çар ертỹçисем çеç мар, ученăйсем, ăста музыкантсем, тĕпчевçĕсем, паллă ỹнерçĕсем, писательсемпе поэтсем... пулнă. Достоевскийпе, Лермонтовпа, Мусоргскийпе, Римский-Корсаковпа, Дальпе тата ыттисемпе кам мухтанмĕ?
Халĕ Раççейре кадетсен 50 ытла корпусĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та 5 класс пур. Çак кунсенче вĕсен йышĕ тата ỹсрĕ. 3 г класри 25 ача кадет пулма тупа турĕç.
Кадетсен класĕ пуçласа шкулта 2012 çулта уçăлнă. Унта кĕни çитĕнекен ăрăва интеллектуаллă, культурăллă пулма хăнăхтарать. Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп çитĕнсе ỹсме май парать. Çул çитмен граждансене тăван çĕршывăн шанчăклă ывăл-хĕрĕсем пулма хăнăхтарасси те пысăк яваплăх-çке.
Ялав илсе кĕнĕ хыççăн Ю. Краснов преподаватель виççĕмĕшсене стройпа уттарса акт залĕн сцени çине хăпартрĕ. Çитĕнекен ăрăва шкул директорĕн çумĕ И. Терентьева уяв ячĕпе саламласа ырă йăлана малалла тăсакансене ыттисенчен тумпа çеç мар, ăс-тăнпа, хăйсене тивĕçлĕ тытма пĕлнипе, тăрăшуллă вĕренỹпе уйрăлса тăмаллине палăртрĕ.
Ачасем те парăмра юлмарĕç. Кадет класне кĕнĕ май çак ята тивĕçлипе тытса пырасса, ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса, шкул уставне пăхăнасса шантарчĕç. Кадетсен йышне кĕнĕскерсене районти "Морское братство" обществăлла организацин членĕсем, Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем А. Казенов, В. Паймуллин, Ю. Яковлев ăшшăн саламларĕç. Н. Тинюковпа А. Быков "Пограничное братство" организаци членĕсем те ăшă сăмахсем каларĕç. Ветерансем ачасене береткăсем тăхăнтартрĕç.
Çак класри С. Закиров "Мой папа офицер" юрра шăрантарчĕ. Иккĕмĕшĕнчи А. Юманова сăвă вуларĕ. Ыттисем те виççĕмĕшсен савăнăçне пайлама хирĕçлемерĕç. "Çĕнтерỹ вальсне" пăхма кăмăллă пулчĕ.
Сăмах май çакна та палăртмалла. Мероприятине Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă. Маларах тепĕр асра юлмалли конкурс иртнĕччĕ. Республикăри "Ташлакан шкул" проектпа килĕшỹллĕн кашни класс çĕнтерỹ вальсне ташларĕ. Тỹресем ачасен пултарулăхне виçĕ ỹсĕм шайĕпе хакларĕç. Вĕренекенсем, класс ертỹçисем, хореографи учителĕ, ашшĕ-амăшĕ мĕн чухлĕ хатĕр-ленчĕç çакăнта. Çав вăхăта сăнлакан тумсемпе хусканусене кăларма çăмăл пулмарĕ. Массăлăх, сцена ăсталăхĕ, артист пултарулăхĕ, ташă техники кирлĕ пулчĕ унта. Чăн-чăн марафон ĕнтĕ. Çĕнтерỹçĕсем 1в, 7а, 9в классем пулчĕç. Вĕсем республикăри конкурса хутшăнаççĕ. Çакнашкал мероприяти ытти шкулсенче пулман тесен те юрать.
Шкул директорĕ Н. Андреева тата Г. Краснова вĕрентекен класс ачисене ăшшăн саламларĕç. Пĕрлех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул Раççейри ялсенчи 100 шкултан чи лайăххисен шутне кĕнине каласа савăнтарчĕ: пурне те шута илеççĕ-çке унта. Кадет класĕсем уçнине те, вĕсенчи ачасем тивĕçлĕ пĕлỹ, воспитани илсе çитĕннине те...
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)