Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Салтакра пулан _ пурнăç куран

15 апреля 2015 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каймалли çуркуннехи кампани пуçланчĕ. Çак яваплă тапхăр пысăк хастарлăхпа, ăнланулăхпа иртсе кайтăр, 18 çул тултарнă кашни каччă салтак аттине кăмăлтан тăхăнтăр тесен пирĕн, аслисен те вĕсене тивĕçлĕ воспитани памалла, çар пĕлтерĕшĕ, унăн хисепĕ пирки калаçмалла, салтакра пулакан çын пурнăçа ытларах курнине ăнлантармалла. Ун пек чухне çеç çар хĕсметĕнчен тарса, пăрăнса çỹрекенсем пулмĕç. Çак тĕллевпех эпĕ паян çамрăксемпе хамăн салтак пурнăçĕ пирки кăштах калаçу пуçарасшăн та.

Пурнăçра эпĕ сахал мар хурипе шуррине черетленĕ. Халĕ ĕнтĕ çулĕсем те шултăраланса пыраççĕ. Эпир ỹснĕ чухне колхоза ĕçлеме тухсан апатланнă е каннă вăхăтра та çар ретĕнче пулнисем унти пурнăç çинчен нумай каласа паратчĕç. Хăлхана тăратса итлесе тăраттăмăрччĕ эпир аслисен калаçăвне. Ун чухнех вĕсем пек салтакра пулса çав пурнăçа курас килес туйăм çуралатчĕ. Уйрăмах пирĕн Упамса ялĕнче Александр Козлов текен старшина салтакри интереслĕ пурнăç пирки кăсăклă каласа паратчĕ. Тĕрĕссипе, çав калаçусем паян кун та асрах. Шурсухал ĕнентернипех эпĕ те службăн малтанхи кунĕсенчех чикарккă туртма пăрахрăм, физкультурăпа сывлăха тĕреклетмеллине мала хутăм тата ытти енĕпе те вăй-хăвата ỹстертĕм.

Виçĕ çул службăра тăнă вăхăтри салтак пурнăçне каласа та, аса илсе те пĕтерме йывăр. Пурнăçăн пĕр пĕчĕк пайĕ çарпа çыхăннăшăн паян кун та хĕпĕртетĕп. Унта тупнă юлташсем те асрах. Салтак тумне хывни 50 - 55 çул пулин те похода çỹремелли хуранта пĕçернĕ купăста шỹрпипе хуратул пăттин тути те чĕлхе çинчен кайман-ха. Паянхи шашлăкпа пулă шỹрпи айккинче тăтăр темелле.

Çамрăксене çакна та каласа хăварасшăн. Чăнах та, служба пурин те пĕрешкел мар. Анчах та ăна чунтан, кăмăлтан пурнăçласан, хăвна та çăмăл, хисепĕ те пулать. Çавăнпа та чăн-чăн арçын тивĕçне пурнăçлама кайма никамăн та хăрамалла мар. Салтак пурнăçĕ тавракурăма та пысăклатать, паттăрлăх туйăмне те туптать, хастарлăха ỹстерет.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел ялĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика