Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнчи хурал

15 апреля 2015 г.

 Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа майăн 9-мĕшĕччен районта çакнашкал патриотла акци иртет. Ăна Раççей Федерацийĕн гражданĕсене воспитани парас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹçĕ-халăхăн паттăрлăхне асра тытас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Çĕнтерỹ ялавĕ умĕнче хурал тăрасси чыслă пулăм. Çавăнпа пĕрлех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Ăна "Эпир _ Аслă çĕнтерĕвĕн ăрăвне малалла тăсакансем" чĕнỹпе йĕркелерĕç.

Апрелĕн 2-мĕшĕнче шкулта хисеплĕ хурал пуçланчĕ. Çак чыса тăрăшса вĕренекенсем тивĕç пулчĕç. Икĕ урок хыççăн 9-11 классем митинга пухăнчĕç. Шкул директорĕ Н. Андреева Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен каласа пачĕ.

"Зарница" тата "Орленок" çамрăк армеецсен членĕсем те тăчĕç хурала. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен Э. Карягина акци пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. 5а классем _ "беркутовецсем". Çамрăк пограничниксем те паллă пулăма хапăл кĕтсе илчĕç. В. Солдатова класс ертỹçипе вĕсем çак куна тăрăшса хатĕрленчĕç.

Вĕсенчен хисеплĕ караула кадет класĕн воспитанникĕсем илчĕç. Çĕнтерỹ урокĕ ирттернĕ хыççăн çĕнтерỹ ялавĕн копийĕ Сăкăтри вăтам шкула куçрĕ. Ун патĕнче хурал тăни кашни асĕнче нумайлăха юлĕ.

И. ТЕРЕНТЬЕВА, шкул директорĕн çумĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика