04 апреля 2015 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9г класра "Сывлăх азбуки" викторина иртрĕ. Ф. Югаметова класс ертỹçи мероприяти вăхăтĕнче ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассине тĕпе хума тăрăшрĕ.
Викторинăна 3 команда хутшăнчĕ. Капитанĕсем "Апатлану", "Тỹрĕ ларни килĕшỹллĕ", "Сывă шăлсем", "Харкам-хăй гигиени", "Физкультура", "Алкоголизм _ наркăмăш", "Наркотиксем _ шурă вилĕм", "Пирусна пăрах" темăсемпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Мероприяти интереслĕ иртрĕ. Ачасем нумай çĕннине пĕлчĕç вĕсен хуравĕсенчен. Юлашкинчен "Сывлăха упрăр" презентаци пăхрĕç. Вăл çыннăн тĕп пуянлăхĕ-çке. Ăна упрамаллах.
Ф. ЮГАМЕТОВА, класс ертỹçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)