25 марта 2015 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта акăлчан чĕлхи эрни иртрĕ. Вăл интереслĕ мероприятинчен пуçланчĕ. Унта çитĕнекен ăру анлă тавра курăмлă пулнине кăтартрĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç ачасем. Кĕçĕн классем те айккинче юлмарĕç. "Илемлĕрен те илемлĕ Валентинка" конкурсра тупăшрĕç. Вĕренекенсем хăйсен аллисемпе ăсталанă ĕçĕсене кăтартрĕç. Кунта А. Иванова, Д. Ванисова, А. Юманова, С. Муськина, А. Амуткин, К. Абубекерова, Е. Лепешкина, Д. Чабатов, А. Кошкина, А. Аюпова, А. Селиванова, Д. Налиба чи пултаруллисем пулчĕç.
Вăрçă темине те хускатмасăр хăвармарĕç. 9 класра вĕренекенсем ют çĕршыври юлташĕсем патне çырусем çырчĕç. Ăна вĕсем акăлчанла шăрçаларĕç. Çак хайлавсенче вĕренекенсем пирĕн çĕршыври паттăр пионерсем вăр-çăра мĕнле çапăçни çинчен çырса кăтартрĕç. 9 а класри У. Бармакова вара хăйĕн аслашшĕ çинчен çырма кăмăлларĕ. Вĕренекен унпа питĕ мухтанать, пурнăçра çавăн пекех паттăр пулма ĕмĕтленет.
7 класс ачисем те акăлчан чĕлхи эрнине хутшăнмасăр юлмарĕç. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне "Çак çĕршыва эсĕ мĕнле пĕлетĕн?" конкурсра тĕрĕслерĕç. Унта та пултаруллисем палăрчĕç.
Эрне вĕçĕнче Литература çулне халалласа "Акăлчан çĕршывĕн çыравçисем" ятпа стена хаçачĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта 5-8 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче те çĕнтерỹçĕсем палăрчĕç. 5а, 5в, 6а ачисем тăрăшуллăрах пулчĕç.
Çакнашкал мероприяти чĕлхене лайăхрах пĕлме пулăшать.
Е. МАТРОСОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)