18 марта 2015 г.
ИРТНĔ эрнекун Патăрьелĕнчи Калинин урамĕнче пурăнакансем ирпе-ирех сехрисене хăпартнă темелле. Ултă сехет çитеспех Живненко хуçалăхĕнчен çăра тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Пу-ушар! Вĕсен хыçĕнче пурăнакансем усал хыпара çийĕнчех "01" службăна пĕлтерни "хĕрлĕ автана" алхасмах паман, ăна çийĕнчех парăнтарнă тесен те юрать. Анчах та пỹртре пулнă кил хуçи тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ. Ниçта та ĕçлемен пулсан та арçын тăтăшах эрех-сăрапа киленнĕ, чикарккине те мăкăрлантарнă. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх юлашкинчен пулнă инкекĕ те çак сăлтавсемпех çыхăннă.
Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа 13 пушарта тăватă çыннăн ĕмĕрĕ татăлнă. Сахал мар вĕт! Кашни тăваттăмĕш инкек синкерлĕ вĕçленнĕ. Асăрханма сăлтавĕ çук мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)