11 марта 2015 г.
Вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ çуралнăранпа çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче 125 çул çитнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн 2015 çула Константин Иванов çулталăкĕ теме йышăннă.
Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ, ячĕ ăшăтса.
Хĕвел савать тĕнчене,
Хĕл ыйхинчен вăратса.
Çак йĕркесене кашни шкул ачи, çамрăкки, çулланни, ватă-вĕтĕ астăвать пулĕ. Тен, хăшĕ-пĕри сăвăланă йĕркесене кам çырнине тỹрех пĕлмесен те пултарать, мĕншĕн тесен вĕсем халăхра сарăлнă та - халăхăн пулса кайнă. Вăхăт иртнĕ майăн халăх чĕлхинче юлаççĕ те унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çирĕпленеççĕ, ăруран ăрăва куçаççĕ.
Поэт тăван халăх пурнăçĕпе пурăннă, унăн хуйхи-суйхипе çуннă, çутă ĕмĕчĕсемпе хавхаланса ĕçленĕ, вĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшнă. Эпир, çитĕнекен ăру, унăн вилĕмсĕр ятне пĕлме тивĕç.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 6а класра "Вилĕмсĕр поэтăмăр" литература сехечĕ иртрĕ. Ачасем çыравçăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашрĕç. "Нарспи" поэма ачасене илемлĕхе туйма, пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме вĕрентнине ăнланчĕç.
6а класра вĕренекенсем презентацисем кăтартрĕç, кроссвордсен, ребуссен вăрттăнлăхĕсене тупрĕç, аслă поэтăмăрăн ытарайми поэзийĕ пирĕн пурнăçра пурăнассине ăнланчĕç.
Эпир Константин Иванов вилĕмсĕрлĕхĕ умĕнче пуç таятпăр. Малашне те унăн ăс -хакăлне, чун туртăмне, халалне ĕмĕр упрăпăр.
О. КАЛЛИНА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)