Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » ФЕСТИВАЛЬТЕ _ ТĂРĂШУЛЛИСЕМПЕ ПУЛТАРУЛЛИСЕМ

11 марта 2015 г.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Ку чухнехи вĕренỹ учрежденийĕнчи вырăс чĕлхипе литература урокĕсем" методика идейисен IV фестивалĕ пулчĕ. Ăна Литература çулталăкне халалларĕç. Çак предметсене вĕрентес ĕçри малта пыракан опыта анлăн сарассине те тĕпе хучĕç унта.

Çулленех йăлана кĕртсе пыракан мероприяти пĕлтерĕшне ỹстерсех пырать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче унта 14 педагог хутшăннăччĕ. Кăçал вара хăйĕн ăсталăхне кăтартма 24 учитель кăмăл турĕ.

Фестивальте уроксене тĕрлĕ енлĕ пачĕç. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Валитова вырăс чĕлхи тата А. Абитова музыка учителĕсем, Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти А. Артемьев историкпа Л. Казакова вырăс литератури, Турханти вăтам шкулти Р. Родионова вырăс литератури вĕрентекенĕпе О. Сымова тĕнчери илемлĕх культури, Е. Мыловапа М. Стефейкина вырăс чĕлхи, литературипе акăлчан чĕлхин предмечĕсене пĕрлештерсе информаципе коммуникациллĕ технологисемпе усă курса уйăрнă сехетсене ирттерчĕç. Çак номинацире вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Майрина вырăс чĕлхипе тата Н. Кошкина историпе вĕрентекен учительсем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Компьютер технологийĕпе вырăс литературин урокĕсенче сахал мар усă кураççĕ-ха. Ку енĕпе хăйсен ăсталăхне Алманчăри вăтам шкулти Р. Петрова, Ыхра Çырминчи Г. Черекова тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Тинюкова кăтартрĕç. Вырăнти В. Афанасьева çĕнтерỹçĕ пулчĕ. "Ку чухнехи методика ĕçĕ" номинацире Турханти вăтам шкулти О. Ефимова призер пулчĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Агеева çĕнтерчĕ. "Компьютерпа усă курнă класс тулашĕнчи чи лайăх мероприяти" номинацире Çĕньялти вăтам шкулти Г. Максимовапа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Кубикова çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Г. Закирова, Çĕньялти В. Маркизова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти К. Уткина _ призерсем. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕсем çĕнĕ номинацисенче палăрчĕç. О. Елкина чикĕ леш енчи литературăпа урок панă чухне, А. Гранатская сăмахлăх урокĕнче компьютерпа усă курса çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Мала тухнисемпе призерсен республикăра иртекен "Уçă урок" фестивале хутшăнса хăйсен пултарулăхĕсене кăтартмалла. Вĕсене унта та ăнăçусем сунатпăр.

Н. ФЕДОРОВА, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн ертỹçин çумĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика