Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ĕçсем кал-кал пынăран вăй хума та пит аван

11 марта 2015 г.

 Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ республикăра йывăç-тĕм ỹстерессипе тата сутассипе ĕçлекен пĕртен-пĕр предприяти. Çавăн пекех вăл çырласем, пан улмисем тата тĕш-тырă та реализацилет. Çак кунсенче хуçалăх 2014 çула мĕнле вĕçленине пĕтĕмлетрĕ. Чи малтанах В. Барышников директор сăмах илчĕ.

Питомникĕн 534 гектар çĕр, унтан 467 гектарĕ ял хуçалăхĕ валли, сухаланаканни _ 360, нумай çул ỹсекен курăксем _ 89. Иртнĕ çул халăха сутма çимĕç паракан йывăç тĕмĕ _ 58 пин (2013 çултинчен 141 процент е планпа пăхнинчен 56 процент ытларах), хурлăхан _ 55 пин, хăмла çырли 29 пин лартнă. Пан улми пĕр гектартан 65,1 центнер, çĕр çĕрли _ 54, хурлăхан çырли _ 11 центнер тухнă. Тыр-пул тухăçĕ районти вăтам кăтартуран пысăкрах _ 24,23 центнер. Хуçалăхра çĕр пулăхлăхне лайăхлатма минераллă удобренисемпе те, çавăн пекех хура пусăпа тата симĕс çаранпа усă кураççĕ. Вăрлăхпа ĕçлекен предприятисенчен пĕри пулнăран, вăрлăхсене те улăштарсах тăраççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ тĕмсене районта пурăнакансем кăна мар, республикăран тата унăн тулашĕнчен те килсе илеççĕ. Халăх кăмăлне тупас тĕллевпе ытларах ыйтакан сортсене ỹстерме тăрăшаççĕ. Пĕлтĕр улма-çырла тĕмĕсене _ 9929 пин тенкĕлĕх, вăррисене 1201 пин тенкĕлĕх сутнă. Çавăн пекех предприяти патшалăх элита вăрлăхсем туяннăшăн, çĕрпе туллин усă курнăшăн паракан укçасене те илме тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен 2014 çула питомник 575 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Çакă палăртса хăварнинчен 19 процент нумайрах.

Пĕлтĕр ĕçлекенсен шалăвне те 6 процент ỹстерме май тупнă. Вăй хуракансем вăтамран кашни уйăхрах 13505 тенкĕ илнĕ.

_ Хальхи вăхăтра питомникра 47-ĕн вăй хуратпăр. Çанталăк кăшт ăшăтсанах пирĕншĕн яваплă тапхăр пуçланать: пан улми йывăççисем çимĕç паччăр тесен турачĕсене касмалла, кĕрхисене апатлантармалла, унтан акана тухатпăр. Çулла вара çырласем пуçтармалла, тĕмсен йăранĕсене çум курăкран тасатмалла... Кашни ĕçе пĕчĕк йышпах кĕске вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшнăшăн пурне те тав тăвас килет, _ терĕ В. Ильин тĕп агроном.

Хирти, садри ĕçсене пурнăçлама техника яланах кал-кал кĕрлесе тăрать. Яваплă тапхăрсене кустăрмаллă 7 тата гусеницăллă 2 трактор, груз турттаракан 5 автомашина, 2 комбайн хутшăнаççĕ. Хурлăхана пуçтаракан ятарлă комбайн та пур. Иртнĕ çул, тĕслĕхрен, çырлана алăпа пĕрре те пухман. Халь паркра хĕрỹ ĕç пырать, тракторсене тата кăкарса çỹремелли хатĕрсене механизаторсем çине тăрсах тỹрлетнине, юсав пайĕсем çителĕклине, кăçал уй-хир "карапĕ" туянма палăртнине В. Табаков тĕп инженер пĕлтерчĕ.

Пухура çавăн пекех А. Яковлева тĕп бухгалтер тата И. Сурнаева экономист тухса калаçрĕç. Вĕсем хăш культурăсенчен укçа ытларах кĕнине, тупăшпа мĕнле усă курнине, кăçалхи плансемпе паллаштарчĕç. Акă, 2015-2017 çулсенче улма-çырла тĕмĕсене нумайрах лартма, сивĕсене чăтакан сортсене ытларах çитĕнтерме тĕллев лартнă. Туса илнĕ продукцине вырнаçтарма та çĕнĕрен те çĕнĕ клиентсем шыраççĕ. Çавăнпах питомник директорĕ е агрономĕ республика, Раççей шайĕнче иртекен меро-приятисене хутшăнаççĕ. Хăйсен тавракурăмне анлăлатнипе пĕрлех улма-çырла тĕмĕсем туянакансемпе те килĕшỹсем тă-ваççĕ.

Пухăва райадминистрацин "Чувашский" патшалăх учрежденийĕн районти агрохимикĕ С. Шалтынов та хутшăнчĕ. Сильвестр Петрович усă куракан лаптăксене акшар чулĕ сапасси, калипе апатлантарасси пирки сăмах пуçарчĕ.

Çак кунах питомникре профсоюз ларăвĕ те иртрĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика