11 марта 2015 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пĕрремĕш вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Евгений Карповăн çакнашкал пысăк пултарулăх пулнине ăна çывăх пĕлекенсем те илтмен-тĕр. Треньел каччи çуркуннехи пĕрремĕш кăтра курăксем шăтса тухсанах имлĕ-симлĕ, сывлăхшăн усăллисене пуçтарма пикенет. Женя иртнĕ çул та хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕсемпе _ Оксанăпа Ксюша Мироновасемпе _ çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварса эмел курăкĕсене пуçтарнă. Вĕлтĕрен, суккăр вĕлтĕрен, ама хупахĕ, шăнăр курăкĕ тата ыттисене те лавĕ-лавĕпе райпо магазинне кайса панă каччă. Иртнĕ çул вăл эмел курăкĕсене пĕр тонна яхăнах янтăланă! Хăй калашле, вĕсене çурлапа та вырнă, алăпа та татнă... Тар тăкни харама кайман темелле. Чăвашпотребсоюзран пĕлтернĕ тăрăх, çутçанталăк тусĕ Евгений Карпов республикăра чи нумай эмел курăкĕ пуçтаракан пулнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)