07 марта 2015 г.
Этем çути _ анне сăнарĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорне Н. Андреевăна (сăн ỹкерчĕкре) эпĕ тапса тăракан çăлпах танлаштарнă пулăттăм. Пĕр йышра ĕçлекен педагогсене, çитĕнекен ăрăва мĕн тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна, фестивале, ăмăртăва явăçтарас тĕлĕшпе пуçарулăх кăтартмасть-ши Наталия Борисовна!
_ Çитĕнĕве пĕччен тăваймастăн. Шухăшĕсене ытларах чухне эпех паратăп. Анчах ĕçе малалла тăсасси ыттисем çине тиенет. И. Терентьевапа А. Гранатская завучсен, Е. Падисова профком председателĕн, Е. Майрина, Н. Кошкина, С. Урукова, В. Падисов, Ю. Васюткин... тата ытти вуншар педагог тăрăшулăхне палăртас килет. "Çемьере пурте пĕр еннелле пăхмалла",_ теççĕ вĕт. Пĕрне те хурлас килмест.
_ Наталия Борисовна, эсир аслă категориллĕ учитель, истори наукисен кандидачĕ. Ĕçе пуçлатăр-тăк, вĕçне çитеретĕрех.
_ Çапла. Унсăрăн епле пултăр. 2010-2014 çулсенче 23 вĕренекен историпе, обществознанипе, правопа муниципаллă этапра предметсен олимпиадисенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалланă республикăри конкурсра мала тухни пур. Професси ăсталăхĕ "Вĕрентỹ учрежденийĕнчи педагогика технологине эффективлă пурнăçа кĕртмелли лайăх модель", "Самый классный классный 2006" районти, "Çулталăк учителĕ _ 2012" республикăри тата ытти конкурссенче çĕнтерме май пачĕ.
_ Районти " 2014 çул çынни" конкурс çĕнтерỹçи пулнине мĕнпе çыхăнтаратăр?
_ Малтанах маншăн сасă панă хаçат вулаканĕсене тав сăмахĕ калас килет. Кандидатсене конкурса тăратни хăйех лайăхран лайăххисен йышĕнче çĕнтерỹçĕ пулнине çирĕплетет. Тĕрлĕ професси çынни пурччĕ унта. Çитĕнекен ăрăва воспитани паракансенчен мана суйласа илчĕç. Çамрăксенче малашлăх кураççех пулас. Çакă вăл тата та çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Шкулта вĕренỹ панипе çеç çырлахмалла мар пирĕн. Ачасем урок хыççăнхи пушă вăхăта мĕнле ирттернипе те интересленсех тăмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе тăрăшмалла.
_ Ăрăва малалла тăсакана хăвăр та çитĕнтеретĕр.
_ Хĕрĕм 9 класра вĕренет. Спортпа туслă пулни ăна вĕренỹре кансĕрлемест. Чăтăмлă пулма çеç хăнăхтарать. Ника обществознанипе федераци шайĕнчи, ОБЖпа республикăри олимпиадăсенче призер пулчĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче республикăри тупăшусене хутшăнчĕ. Ытти ачасем пекех волейбол выляма юратать.
_ Шкул вĕрентỹ системинчи çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессипе палăрса тăратех.
_ Çапла. Педагогсен авторитечĕ районта çеç мар, ун тулашĕнче те курăмлă. Уçă уроксем нумай параççĕ, методика ĕçĕсене пичетре çутатаççĕ. Конкурссене хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, вĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Вĕрентекенсенчен вĕренекенсем юлмаççĕ. Çавăнпа ĕç кал-кал пырать пирĕн. Вăтам Атăл тăрăхĕнчи историпе аграрниксен, Раççейри, регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕсенче, Раççейри обществознани учителĕсен съездĕнче тата ытти çĕрте сăмах илни хамăн та пулнă.
_ Наталия Борисовна, эсир ĕçе куллен тулли кăмăлпа утни сисĕнетех. Тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ çитнĕ май май сĕннĕ пулăттăр ыттисене?
_ Уяв ячĕпе пурне те ăшшăн саламлатăп. Пурин чун-чĕринче те яланах çуркунне пултăр. Ырлăх-сывлăх, телей, юрату сире. Тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшнăшăн аннене _ Зинаида Константиновна Петровăна _ таймапуç.
Цифрăсем, фактсем
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 36 класс-комплекта 2014-2015 çулсенчи вĕренỹ çулĕнче 921 ача 19 ялтан çỹрет.
Коллективра 75 педагог ĕçлет.
Иртнĕ çул вĕрентỹ учрежденийĕ Раççейри чи лайăх 200 шкул шутне кĕнĕ.
Шкул çулсеренех республикăри олимпиадăсене, регионсем хушшинчи конкурссене хастар хутшăнать.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)