07 марта 2015 г.
ТУНТИКУН, мартăн 2-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçласа республикăра пурăнакан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 36 ветеранне "1941 - 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăр-çинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул" юбилейлă медальпе наградăларĕ. Пĕрремĕш ушкăнти хисеплĕ ветерансем хушшинче пирĕн районти тыл паттăрĕ те пур. Вăл _ Е.П. Юлдашева.
Патăрьелĕнче пурăнакан Екатерина Петровна Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ хĕр мар. Шăпа ăна пирĕн тăрăха Чулхула облаçĕнченех илсе килсе тĕплентернĕ. Вăрçă пуçланнă çул хĕрача вуннăра пулнă. Урăхла каласан, ашшĕнчен те çулталăк çурăрах тăлăха юлнăскерĕн, ури çине ĕне ытла та ир, çамрăкла пуснă. Хĕрача аслисемпе тан ял хуçалăх ĕçне явăçнă, килте выльăх-чĕрлĕх усранă... Кирек мĕнле пулсан та ирсĕр тăшманăн мăшкăлĕ пулас мар тесе тăрăшнă, фронта пулăшнă. Вăрçă хĕрĕ синкерлĕ саманари терт-нушана сахал мар тỹснĕ. Екатерина Петровна пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаçатăн çывăх номерĕсенче тĕплĕнрех çутатăпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)