21 февраля 2015 г.
2238 кун... Маншăн тата ытти чылай çыншăн çак цифра ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Афганистанра службăра тăнисемшĕн вара вăл пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çакăн чухлĕ пынă Афган вăрçи. 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Совет çарне туллă-сăртлă çĕр-шыва кĕртнĕ. 1988 çулхи май уйăхĕнче вара илсе тухма пуçланă. 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче унтан юлашки чаçсене кăларнă. Ку ĕçе Борис Громов генерал-лейтенант ертсе пынă. Афганистанăн демократилле республикинче мирлĕ пурнăç тăвассишĕн 10 çул юн тăкăнннă...
_ Çапăçу пуçлансан çумăнта пыракан салтак аманнине е вилнине курса тăнă çĕртех малалла каятăн. Пуçласа чăтма питĕ йывăр, кайран ниме те пăхми пулатăн. Çак шăпа пурин куçĕнчен те пăхма пултарнипе çырлахатăн. Чун та, чĕре те хытаççĕ-ши? _ терĕ Патăрьелĕнче пурăнакан С. Раськин.
_ Аттепе анне тата тăвансем çеç ним пирки те ан пăшăрханччăр тесе шухăшлаттăмăр. Çавăнпах пуль, задание каяс умĕн 4-5 çыру çыраттăмăр та дежурнăя парса хăвараттăмăр. Вăл вара вĕсене черетпе яратчĕ...
Патăрьел яшĕнчен çар комиссариатĕнче ăçта службăра тăрас килнине ыйтсан вăл çирĕппĕн çеç: "Çĕр-шыв ăçта ярать _ çавăнта", _ тенĕ.
1982 çулхи октябрьте салтака кайма повестка панă. Хĕсмете кайичченех водитель правине илнĕрен, вĕренỹ вăхăтĕнче çарти хăватлă техникăсенчен пĕринпе _ БТРпа _ çỹреме хăнăхнă.
1983 çулта, февраль уйăхĕнче, шăпа Сергей Леонидовича Афганистан çĕрнех илсе çитернĕ. Икĕ çул вăл ют çĕр-шыври тăнăçлăхшăн çапăçу хыççăн çапăçăва кĕнĕ, çывăх юлташĕсене яланлăхах çухатнă. Вĕсен сăнарĕсем вара паян та куçĕ умĕнчен каймаççĕ. Салтак аттине хывнăранпа çулсем самаях иртнĕ пулсан та хăш-пĕр самантсем ĕнер çеç пулнăн туйăнаççĕ.
_ Майăн 7-мĕшĕнче заданине 7 БТРпа тухса кайрăмăр. Шăпах çак кун пĕрле службăра тăракан Костенко (вăл хохолччĕ) ашшĕ-амăшĕнчен посылка илчĕ. Кучченеçпе пурне те хăналарĕ. Кайран... Кайран пире душмансем пеме пуçларĕç. Шăпах çакăн чухне вăл вилчĕ. Хăйĕнчен инçех мар посылки выртатчĕ. Батальон командирĕшĕн те ку çапăçу юлашки пулчĕ. Унăн çур пуçĕ çукчĕ. БТР ăшĕнче карттусĕ выртатчĕ. Мана та вĕсен шăпи кĕтнĕ. Çавăн чухне эпĕ раципе калаçма кăштах айккинелле çеç пăрăннăччĕ...
Çула тухсан каялла таврăнма юрамасть, теççĕ. Пирĕн çавăн чухне чаçе тепĕр хут каялла килмелле, унтан тин заданине каймалла пулчĕ, _ тет афганец.
Паян та вăл кун пирки лăпкăн çеç каласа параймасть: куçĕ час-часах шывланать, тути чĕтрет...
Арçынсем йĕмеççĕ, тетпĕр час-часах. Чăнах та, этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ хĕрарăмсем пек кашни япалашăнах куççуль тăкмасть. Анчах юнлă вăрçă чуна хытарать те, çемçетет те иккен.
Кайран та Патăрьел каччи темиçе хутчен те вилĕмпе юнашар çỹренĕ. Пĕринче маджахедсем лартнă мина çинче вăл тытса пыракан БТР чутах сирпĕнмен. Вăхăтра курса ĕлкĕрнĕрен çеç чĕрĕ юлнă. Пирĕштийĕ хăйĕнпе юнашар çỹренĕ, инкек-синкекрен лайăх сыхланă-тăр.
Пушă вăхăтра С. Раськин час-часах салтакри сăн ỹкерчĕксен альбомне алла илет. Кашни ỹкерчĕкĕн хăйĕн историйĕ, асран тухми самантсем. Çитменнине, вĕсене тăван тăрăха çитерессишĕн те самаях тар тăкма тивнĕ. Вăл вăхăтра çар техники умĕнче те, пăшал тытса та ỹкерĕнме юраман. Апла пулин те çамрăксем майне-шывне тупнах: пленкăсене открытка ăшне чиксе янă, шинель çухи ăшне хурса илсе килнĕ. Килĕсенче вара ятарлă хут çине кăларттарнă. Альбом çийне усă курнă гильзăсемпе илемлетнĕ.
Пăхатăн та _ чăн-чăн искусство!
_ Пире вырăнти халăх хисеплетчĕ. Совет салтакĕсене "шурави" тесе кăмăллăн чĕнетчĕç. Хăйсем пĕçернĕ апатпа та хăналатчĕç. Пĕрле службăра тăнă юлташсемпе тĕл пулсан час-часах иртнĕ вăхăтсене аса илетпĕр, _ тет сăмахне малалла тăсса Сергей Леонидович.
_ Афганистанран пирĕн салтаксене илсе тухни 15 çул çитнине паллă тунă чухне Мускавра, Кремльтех пулма пỹрчĕ. Шăпах çакăнта пĕр чаçре службăра тăнă юлташа куртăм. Вăл çамрăк чухнех сăвăсем çырма, кĕвĕлеме, гитара калама ăстаччĕ. Хайлавĕсене пĕрле пухса кĕнеке кăларнă. Мана та пĕрне парнелерĕ. Çавăн пекех пĕр-пĕрин патне хăнана та кайса çỹретпĕр. Хам пата Ялтăран Владимир Дьяков замполит, Екатеринбургран Михаил Минягин старшина килсе кайрĕç. Тĕл пулусем те ирттерсех тăратпăр. Туллă-сăртлă çĕр-шыври вăр-çăран таврăннă салтаксем мирлĕ пурнăçа хăнăхма йывăррине калаççĕ.
Сергей Леонидович та çакна хирĕçлемест. Вăл килĕнче икĕ эрне пурăннă хыççăн тата тепĕр хут Афганистана тухса кайма та хатĕр пулнă...
Патăрьелĕнчи тĕп больницăри васкавлă пулăшу машинипе ĕçлеме пуçласан тин ăш-чикĕ вăркама пăрахнă. Салтаксен альбомĕсенче е блокночĕсенче çакăн пек çырни пур: "Кам пулман _ вăл пулать. Кам пулнă _ çав самантсене нихăçан та манмасть".
Афганистанри кунсене те вут-çулăм витĕр тухнисем нихăçан та асран кăлармаççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)