14 февраля 2015 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Державнăй Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркĕве тума пикенни вунă çул ытла та ĕнтĕ. Тĕрлĕрен сăлтава пула строительство ĕçĕсем тăсăлса кайнине йышăнмаллах. Халăх пулăшăвĕпе, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе тăвакан храмăн пĕр пайне çулталăк каялла сăвапласа ĕçе кĕртрĕç. Кашни кĕçнерни кунпа эрне кун Улатăр епархийĕн пиллĕкмĕш округ благочиннăйĕ Сергий протоиерей, районти священниксем каçхи тата ирхи кĕлĕсем те ирттереççĕ. Çапах та чиркĕве пĕтĕмĕшпех хута ярас тесен укçи-тенки те, халăх пулăшăвĕ те самаях кирлĕ-ха. Çавăнпа та чиркỹ прихучĕн Канашĕ ырă кăмăллă çынсем тупăнасса, Турра ĕненекенсене чун канăçне тупма майсем туса парасса шанать. Кăмăл пуррисем çак счет çине укçа куçарма пултараççĕ: Приход православной церкви Державной иконы Божей Матери, ИНН 2103005029, расчỸсчет: 40703810575210101002 Банк получателя: Отделение 8613 Сбербанка России г. Чебоксары БИК 049706609, корỸсчет 30101810300000000609. Ырă ĕç тăвакансене Турă та пулăшĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)