13 февраля 2015 г.
Районта çурт хыççăн çурт çĕкленет. Пĕлтĕр çеç 29887 тăваткал метр хута кайнă. Кăçалхи план та иртнĕ çулхинчен кая мар. Палăртнă тĕллеве пурнăçласси вара куç кĕретех. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи Киров урамĕнче нумай хваттерлĕ, тăватă хутлă çурт хăйĕн хуçисене йышăнчĕ. Строительсемпе, кунта пурăнакансемпе пĕрле савăнăçа ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Самаркин, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров тата "Стройкомфорт" пĕрлешỹ директорĕ М. Алимов пайларĕç.
Николай Глухов пурне те ăшшăн саламланă май кунта ытларах çамрăк çемьесемпе вăрçă ветеранĕсем пурăннине пĕл-терчĕ.
Тулли мар яваплă "Стройкомфорт" пĕрлешỹ 20 хваттерлĕ çурта 2014 çулхи май уйăхĕнче тума пуçланă. Кĕске вăхăтрах хута янă. Хваттерсене пурăнакансен кăмăлне шута илсе юсанă. Хисеплĕ хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн пỹлĕмсене кĕрсе курса хакларĕç.
_ Хваттерте ăшă, çутă. Пирĕн шăпах çакăн пеккинче пурăнас килетчĕ. Ĕмĕт пурнăçланчĕ, _ терĕ "Çамрăк çемье" программăпа хваттер туяннă Н. Быкова.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)