Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ачасен вĕрентекенĕ те, юлташĕ те

27 декабря 2014 г.

Тăван чĕлхене пĕчĕкренех юратса ỹснĕрен Н. Путякова аллине аттестат илсенех Шупашкарти И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытнă. Çамрăк хĕрĕн телейĕ çумĕнчех çỹренĕ _ вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вăй хума пикеннĕ. Паян вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупса, аслисен опычĕсене мала хурса тăрăшать. Вĕренекенсене чăваш чĕлхин илемне туйма хăнăхтарать. Пĕлỹ çуртне такăрлатакансем Наталия Алексеевна пулăшнипе районта, республикăра иртекен олимпиадăсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Раççейри шкул ачисен чăваш чĕлхи, литератури тата тăван ен культури предмечĕсен олимпиадинче А. Туктанов, Р. Маркиданов, Д. Гаврилов, О. Бузина призерсен шутне кĕнĕ. И. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ дистанцилле майпа йĕркеленĕ "Эсĕ чăвашла пĕлетĕн-и?" тупăшура А. Полякова виççĕмĕш вырăн йышăннă. "Айхи вулавĕсем" конкурсра М. Наумова сăвăсене пăхмасăр хитре вуланипе палăрнă.

Ачасен калаçăвне аталантарас, вĕсене сцена çине тухма хăнăхтарас тĕллевпе шкулта театр кружокĕ ĕçлет. Ăна Н. Путякова ертсе пырать. Вĕренекенсем унта хаваспах çỹреççĕ. Кăçал вара "Юмах çăл куçĕ" фестивальте вĕсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

_ Пĕчĕклех учитель пулас ĕмĕтпе пурăнаттăм. Вылянă чухне те час-часах вĕрентекен пулаттăм. Шухăшлани пурнăçланнишĕн, хамăн пурнăçа юратнă профессипе çыхăнтарнишĕн эпĕ савăнатăп. Кашни ир ĕçе хаваслă чунпа утни хăйех телей тесе шухăшлатăп, _ тет педагог.

Вĕрентекенĕн хăйĕн те яланах вĕренмелле, тавракурăмне ỹстермелле. Наталия Алексеевна çакна шута илсех тĕрлĕ конкурса час-часах хутшăнать. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вăл чăваш чĕлхипе литература учителĕсен фестивалĕнчи класс тулашĕнче йĕркеленĕ "Çут çанталăка упрар" мероприятинче "Çĕнтерỹ патне талпăннăшăн" номинацире çĕнтернĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр "Классный классный" конкурсра та мала тухнă, "2013 çулхи чи лайăх специалист" ята та тивĕçнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика