27 декабря 2014 г.
Паянхи пурнăç правурлăх, пултарулăх пуррисене, талпăнма май тупакансене, пуç усма юратманнисене ытларах кăмăллать. "Корма" агрофирма вара шăпах хальхи саманапа тан утакан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта выльăх-чĕрлĕх отрасльне те, çĕр ĕç культурине те аталантарма тăрăшаççĕ. Агрофирмăн 645 гектар çĕр. Унта тыр-пул, сухан-çевок, çĕр улми, нумай çул ỹсекен курăк акса-лартса ỹстереççĕ. Çавăн пекех 47 пуç ĕне-выльăх пур, унтан сăваканни _ 25. Куллен пĕр ĕнерен 12,5 килограмм сĕт сăваççĕ. Апат рационĕ пуянран шурă шĕвекре çу хисепĕ те пысăк _ 3,8 процент.
_ Кулленех выльăхсене сенаж, утă-улăм, жом (ăна Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлăри тата Пăвари сахăр завочĕсенчен турттарса килнĕ), хĕвел çаврăнăш вăррин каяшне паратпăр. Пусыпка та çителĕклех. Апат тĕлĕшĕнчен пирĕн йывăрлăхсем çук. Тĕрĕссипе каласан, сутлăх валли те пур. Сенаж пĕлтĕр янтăламанччĕ, кăçал вара ăна люцернăран, пĕрремĕш хут çулнинчен 600 тонна та хунă. Шел пулин те, ĕçе çăмăллатма витере хальлĕхе условисем çителĕклех мар.Ĕнесем тăракан хуралтăн пĕр пайне унчченхи витамин çăнăхĕ хатĕрлекен цехран кăна тунă, теприне пураран хамăр хăпартнă. Çавăнпа та сĕт пăрăхĕсене вырнаçтарма май çук. Пăрусем тепĕр витере тăраççĕ. Хĕле хатĕрленсе витесене юсанă, шуратса дезинфекциленĕ, _ тет агрофирма ертỹçи И. Владимиров хуçалăх пурнăçĕпе паллаштарнă май. Иван Петровича 60 çул каçалăкĕ урлă каçнă тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Вăр-варлăхĕпе вăл тепĕр çамрăкран та ирттерет. Кашни сăмаха шухăшласа, виçсе калаçать. Чăн-чăн çĕр çынни тесе хаклас килет ăна.
Ĕнесене ирлĕ-каçлă 3 доярка _ Л. Миллина, Т. Бельдекова тата С. Кузьмина _ сăваççĕ. Сĕте район центрĕнче вырнаçнă "Батыревское молоко" кооператива пĕр литрне 19 тенкĕ те 50 пуспа сутаççĕ. Чир-чĕр ересрен профилактика мероприятийĕсене ирттерме Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕнчен килеççĕ.
Калаçу çăмхи сỹтĕлнĕçем Иван Петрович çĕнĕлĕхсем пирки те чарăнса тăчĕ. Çак кунсенче кунта Ульяновскинчен туяннă тип çу кăларакан агрегата вырнаçтарнă. Пĕр сменăра вăл 3 тонна таран хĕвел çаврăнăш авăртма пултарать. Тĕшĕрен çу _ 35 процент, каяш _ 60, тип çу тĕпне лараканни 5 процент тухать. Продукципе вырăнтах, "Корма" агрофирма территоринче вырнаçнă çăкăр цехĕнче, кукăль-пĕремĕк пĕçереççĕ.
Ĕмĕт пулсан шанăç пур, теççĕ ваттисем. "Корма" агрофирмăра çĕр лаптăкне тата пысăклатас шухăшпа ĕçлеççĕ. Кăçал çĕр улми 60 гектарта çитĕнтернĕ, 2015 çулта 80-100-е çитересшĕн. Вăрлăх сутлăх та пур. Тырă пирки те çакнах каламалла.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)