Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ырă туни çĕре ỹкмест

10 декабря 2014 г.

 "Авангард" хаçатра час-часах 90, 95, 100 çула çитнĕ ватăсене хисеплесе янă РФ Президенчĕн саламне район администраци пуçлăхĕ е унăн çумĕсем хуçисем патне çитерни пирки вулатпăр. Çакă çамрăкраххисене асăннă чыса курассишĕн малалла пурăнма, эрех-сăрапа иртĕхессинчен пăрăнма та пулăшать пек туйăнать.

Ватăсене яланах сума сумалла, мĕншĕн тесен пурте çулран-çул аслăланса пыратпăр. Мана хама атте-анне чăннипех те тивĕçлĕ воспитани панă тесе шухăшлатăп. Ĕмĕр тăршшĕпех инкеке лекнĕ çынсене, ватăсене яланах пулăшма тăрăшнă. Ырă туни вара нихăçан та çĕре ỹкмест.

Алла шофер правине 1962 çулта илтĕм. Унтанпа кашни кунах руль умĕнче. Ăçта кăна çитмен-ши, мĕн кăна курман-ши! Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи тĕслĕх паян та асран тухмасть. Ун чухне сентябрь уйăхĕччĕ. Манăн Алманчăна каймалла пулчĕ. Çỹлти урамран кĕпер еннелле пăрăннă чухне урапа çине (метĕк е тратайка теççĕ тата ăна) хăрăк туратсем тиенĕ хĕрарăма куртăм. Тиеве ланкамаран вăл ниепле те туртса илеймест иккен. Машинăна курсан хыпалансах ỹкрĕ. Эпĕ çитсе чарăнтăм та _ ватă çын куçран айăплăн пăхать, хăйне вăрçасран та хăрать пулмалла. Ăна лăплантартăм та хам ĕçе кỹлĕнтĕм. Туртса кăлартăм та пăхатăп _ туртисем çирĕп. Вара ăна техникăран кăкартăм, асаннене кабинăна хам çумма лартрăм та килне çитиех леçсе ятăм. Çакăншăн савăнсах кайрĕ хĕрарăм, мана тав тума, пиллеме пикенчĕ.

Кăшт вăхăт иртсен Шупашкара, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул столовăйĕ валли япаласем илме кайрăмăр. Юлашки электроплитана тиенĕ чухне чутах çут тĕнчерен уйрăлаттăм. Автокран стрели машинăпа юнашарах татăлса анчĕ. Хам кабина тăрринчен мĕнле сикнине те ас тумастăп. Крановщик та питĕ сехĕрленсе ỹкнĕччĕ. Пĕр çеккунт маларах хуçăлнă пулсан ĕмĕрлĕхех куçăм хупăнатчĕ вĕт. Çавăн чухне хама Алманчă хĕрарăмĕ пиллени çăлса хăварчĕ пуль тетĕп. Пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшмалла, ачасене те пĕчĕкрен ваттисене хисеплеме вĕрентмелле.

А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика