06 декабря 2014 г.
Çĕнĕ чăваш поэзине никĕслекен чăваш халăхĕн вут-кăварлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта тĕрлĕ мероприяти туса ирттерчĕç.
Чи малтан тискер саманара мĕнле йывăрлăх тĕл пулсан та пуçне усман, шанчăкне çухатман поэт пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем Çеçпĕл Мишшин кашни сăмахĕ вутпа çунса тухнă Анастасия Червякова патне çырнă çырăвĕсемпе паллашрĕç, сăвăсем те çырса пăхрĕç. Çавăн пекех поэт сăввисене пăхмасăр калама вĕренчĕç, тĕрлĕрен пуç ватмăш йĕркелерĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
7 "б" класри Попов Данилпа 7 "в" класри Краснова Полина ыттисенчен маттуртарах пулни палăрчĕ.
Поэт ĕçне-хĕлне тĕпче-нĕ хыççăн 11 "а" класс ачисем презентацисем хатĕрлерĕç. Заграничный Дима, Попов Богдан, Кошкин Роман, Каштанов Виктор, Кузнецов Дмитрий хатĕрленĕ презентацисем пурне те килĕшрĕç. 7 "б" класра вĕренекен Хадаров Максим район шайĕнче пулса иртнĕ конкурсăн "Чи илемлĕ ỹкерчĕк" номинацире 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Хăш-пĕр ачасем республика шайĕнче ирттерекен конкурссене те хутшăнчĕç, 10 "б" класра вĕренекен Иголкин Максим Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăх ĕçĕсен "Çунатлă, вутлă чунлă поэт" конкурсăн "Чи лайăх видеоклип" номинацийĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ, Майорова Татьяна (11 "а" класс) тата Хлебникова Ангелина (11 "б" класс) "Чи лайăх ỹкерчĕк" номинацире 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.
Çĕнтерỹçĕсене саламлатпăр! Ачасем хăйсен ĕçĕсенче Çеçпĕл Мишши çĕнĕ самана юрăçи, сăвăçи тата чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ пулнине ĕнентерчĕç.
В. ФЕДОРОВА, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)