Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çавра сĕтел тавра пуçтарăнчĕç

06 декабря 2014 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче районти кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисемпе, вĕсене уйрăмах тимлĕх уйăрмалли ушкăнти çынсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ, ăш пиллĕн калаçнă, инвалидсене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатнă, çавра сĕтел тавра ларса техĕмлĕ чей ĕçнĕ, вырăнти артистсен юрă саламĕсемпе киленнĕ...

Çавăн пек тĕл пулусенчен пĕри Патăрьелĕнчи вулавăшра иртрĕ. Мероприятие пухăннисем чăн малтанах Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Тюлина алă ăстин пултарулăхĕпе паллашрĕç. Галина Владимировна хăйĕн хастарлăхĕпе тĕрлĕ сăлтава пула çак ушкăна çакланнисене пысăк вăй-хăват кỹчех тесе шутлатăп. Патшалăх кăларакан таварсенчен пĕрре те кая мар кофтăсемпе кĕпесем, костюмсем епле "пиçсе" тухнине хавхаланса каласа пачĕ ăста. Çĕрсене кĕскетнĕ каçсене шута илсен тăватă кунта пĕрре унăн çĕнĕ ĕçне пахалама пулать-мĕн! Сăмах май каласан, çак хĕрарăм çичĕ çул каялла пилĕк уйăхри сусăр ачана хăй хỹтлĕхне илсе воспитани пани паттăрлăх шутĕнчех тесе шутлатăп.

Район центрĕнче пурăнакан инвалидсемпе йĕркеленĕ уява районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Н. Никитина уçрĕ, пухăннисене пурне те сывлăх, пысăк хастарлăх, çĕнĕ ỹсĕмсем сунчĕ, пирĕн ра-йонта инвалидсене пулăшас, вĕсен пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе патшалăх ыйтакан программăсене мĕнле пурнăçланипе, сусăрсене канма кайма путевкăсемпе мĕнле тивĕçтернипе кĕскен паллаштарчĕ. Çакна палăртмалла: кăçалхи вун пĕр уйăхра 52 инвалид хăйсен сывлăхне санаторисенче сипленĕ. Районти инвалидсен йышне илес пулсан (пурĕ тĕрлĕ ушкăнти 3363 инвалид), ку паллах, пысăк цифра мар. Çапах та тимлĕх кирлĕ çынсем ыттисемпе тан канма та, савăнма та, спорт ăмăртăвĕсенче хутшăнма пултарни те паха.

Ватлăх никамшăн та савăнăç мар. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕччен пурăнакан 120 ватăна социаллă тивĕçтерỹ центрĕн яваплă çыннисем пăхса тăраççĕ. Вĕсенчен каллех 47-шĕ _ инвалидсем. Кзыл Чишмапа Турханти вăхăтлăх пурăнмалли ваттисен çурчĕсенче те 27 пенсионертан çиччĕшĕ _ уйрăмах тимлĕх кирлĕ ватăсем. Районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрĕн ертỹçи А. Воробьева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ, çавра сĕтел тавра пухăннисене малашне те пурнăçра ыттисемпе тан хастар пулма сывлăх сунчĕ.

Инвалидсемпе ватăсен умĕнче районти Пенси фончĕн уйрăмĕн представителĕ И. Кузнецова пулни те тĕл пулăва хутшăнакансен хушшинче чылай ыйту çуратрĕ. Вĕсем ытларах Чăваш Президенчĕн нумай пулмасть пенси çулĕ пирки йышăннă Указ тата ытти çĕнĕлĕхсем пирки пулчĕç.

Пухăннисен умĕнче район администрацийĕн представителĕ М. Шадрикова, районти инвалидсен обществин председателĕ А. Мякин тухса калаçрĕç, хĕрỹ калаçура çуралнă ыйтусене хуравларĕç.

Районти культурăпа кану центрĕн сцена ăстисем Ю. Езюковпа Р. Семенова, А. Шакин шăрантарнă юрăсене кăмăлтан итленĕ хыççăн ушкăнпа техĕмлĕ чей ĕçрĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика