Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çав çулсен нихçан çухалмĕ чапĕ

22 ноября 2014 г.

 Ỹт суранĕ тỹрленнине кашни çын хăй çинче сăнанă-тăр: ăна мĕнпе те пулин сĕрсе яратăн е çыхса хуратăн _ вăхăт иртнĕçемĕн йĕрĕ те юлмасть. Чун суранĕ пирчеменнине вара Патăрьелĕнче пурăнакан Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе П. Киргизовпа (сăн ỹкерчĕкре) тĕл пулнă хыççăн тепĕр хут ĕнентĕм. Петр Николаевич салтак тумĕпе унăн тарлă аттине çичĕ çул хывман! Метр çурăран кăшт çеç çỹллĕрех, виçĕ пăтавкка (48 килограмм) таякан вун улттăри черченкĕ те имшеркке каччă (каччă пулсах та çитмен пулĕ ĕнтĕ) вăрçă çулне мĕн чухлĕ утса тухнине каласа та, шутласа та пĕтереймĕн... Çапах та хисеплĕ ветеран унпа пĕрле ĕмĕрлĕх тĕнчене çеç куçакан асран тухман вăхăтсене, уйрăм самантсене çулне кура мар йĕркипе, тирпейлĕн каласа пачĕ. _ Çын ĕмĕрĕ çурхи шыв пек: пĕр кĕрлет те пĕр иртет, тăххăрмĕш теçеткене çывхарса пынишĕн манăн та аслă Пỹлĕхĕмĕре тав тумалли çеç юлать..._ сăпайлăн пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ватă салтак. Ытти чылай ял ачи пекех, Петĕр те турта çине таянса ỹснĕ тиха евĕр мĕн ачаран ĕçе кỹлĕннĕ. Унсăрăн çемьере пурнăçа сыпăнтарса пыма майĕ те çук. Сак тулли çичĕ ачана сĕтел тавра ларма çеç мар, пỹртре выртма та ирĕк пулман: урайне кашăкла кĕрсе вырнаçнă та чаппан витĕннĕ, çапла çĕр каçнă. Тепĕр ыйту та пăшăрхантарнă: пỹрчĕ пысăках та мар темелле _ хĕлле хутса ăшăтма йывăр, вăрманĕ юнашарах илĕртсе ларать _ йывăçне вара йăвантарма юрамасть. Лару-тăруран тухма ачапчасем хыр тăррисене кăшт çеç хуçнă та хĕле валли вутă хатĕрленĕ. Саплăк çине саплăк, урара тăла чăлхапа çăпата, çире çыртма йĕм тата ... çурма выçă хырăм _ çапла асра юлнă ветеранăн "телейлĕ" ачалăхĕ. Апла пулин те вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе ялти шкултан çичĕ класс вĕренсе тухнă. Ачан пĕлỹне малалла тăсас шухăшĕ те пулнă, анчах шел, эвакуаципе куçса килнĕ еврей учителĕсем вырăсла уроксем çеç панипе ĕмĕчĕ татăлать. Ют чĕлхене ăнланманни уншăн алăсăрпа пĕрех иккенне туйса вĕренме пăрахать. Çакăн хыççăн та вăл ялта çил хăваласа çеç çỹремест, ашшĕпе пĕрле лаша пăхать, ака-суха ĕçĕсене хутшăнать, кил-тĕрешре чылай пулăшать. Анчах çакнашкал пурнăç та нумая тăсăлмасть. Ялтан икĕ каччăпа пĕр хĕре ФЗОна яма йышăннă. Унта вара Петр Киргизовăн ячĕ те пулнă. Çамрăксене Канаша лашапа илсе çитернĕ. Эшелон хатĕр. Пĕр вагонта хĕрĕх çын ытла. Вĕсене сăнаса тăракан çар çынни никама та куçран вĕçертмен. Пĕри те тепри ăçта илсе каяссине пĕлмесĕр юлташĕсемпе пăшăлтатнă. Çамрăксем хушшинче вĕсене Инçет хĕвел тухăçне илсе каяççĕ текен сас-хура тухнă. Тĕрлемесе çитеспе сăрталла пуйăс пĕчĕк хăвăртлăхпа хăпарнă. Çак майпа усă курса-ши, каччăсемпе хĕрсем пĕрин хыççăн тепри вакунтан сике-сике юлма пуçланă _ виçшерĕн, тăватшарăн... Вĕсене курса Петĕрсен ушкăнĕ те (ачисем Пăлаккиссинчен, Сăкăтран та пулнă) каялла çул çине тăнă. Пуйăс сасси илтĕнми пулсанах çакскерсем вăрттăн-хĕрттĕн çулсемпе малтан Тĕрлемесе, унтан Канаша, Патăрьелне, Тутар Сăкăтне, юлашкинчен вара ялах çитнĕ. Темиçе талăк танкканă çапла. Каялла тарса килнĕскер, тăруках ял çине те тухман, тăванĕсем патĕнче пурăннă. Анчах çар çыннисем ăна темиçе кунтанах шыраса тупнă, алла повестка тыттарнă. Çамрăка тỹрех салтака илсе кайман-ха, Тутар Сăкăтĕнче икĕ эрне çар хатĕрленĕвĕн курсĕнче вĕрентнĕ. 1942 çулхи октябрьте вара чăнласах та ашшĕ-амăшĕпе тăван-пĕтенĕ Киргизовсен ывăлне çара ăсатнă. Пулас салтаксене Канашра хатĕрлесе çитернĕ хыççăн вакунсене вырнаçтарса вăрăм çула илсе тухнă. Икĕ эрне халтăртатса пынă пуйăс çинче. Полкра 450 салтакран кая пулман. Хальхинче вара вĕсене шăпа чăнласах та Инçет хĕвел тухăçне илсе çитернĕ. Яппунсен чиккине çитиччен самай хăшкăлма тивнĕ вĕсен. Сăртлă-туллă вырăнти сукмаксемпе сакăр вунă çухрăма хыçа хăварнă хыççăн казармăна çитсе вырнаçнă. Çĕр урай, кирпĕч çапса тунă стенасем, хутран ăсталанă чỹрече _ çакнашкал салтак пурнăçĕ кĕтнĕ вĕсене. Ту çинче _ чавса тунă мунча. Унта вара çăвăнма шывне куркапа çеç виçсе панă _ ытлашши шапăртаттараймастăн. Америка пушмакĕпе çурма кĕрĕк тата буденовецсен шлемне тăхăнтартнă салтаксене. Тумĕ çапла пулнă-тăр ĕнтĕ. Сăмах май каласан, Петр Николаевичăн çарта чухне темиçе тĕрлĕ тум та тăхăнма тивнĕ. Тепĕр батальона куçарнă хыççăн вĕсене çĕнĕрен çар присягине йышăнтарнă, вăрçа кĕме систерсе тенĕ евĕрлех вăйлă хатĕрленĕ, апатне те тутлăрах çитернĕ. Унпа пĕрлех шăпах çĕнĕ тум тăхăнтартнă: унчченхи шлем вырăнне пилотка, хальхинче акăлчан шинелĕ... Çар хатĕрĕсене те çĕнетнĕ, вĕсемпе усă курма çине тăрсах хăнăхтарнă. _ Вĕрентỹ вăхăтĕнче ротăри 50-60 çынтан пульăсене автомат дискне хăвăрт та вăр-вар вырнаçтарас тĕлĕшпе ултă ача çеç суйланса илтĕмĕр, шăпах çавăн чухне пире нимĕç фашисчĕсене çĕнтерни пирки пĕлтерчĕç те,_ калаçăвне малалла тăсрĕ шурсухал. Анчах та савăнăçа пайланă хыççăн та салтакăн çурăм çине кутамккана çакса киле пуçтарăнма май килмен. Çĕнтерỹ кунĕ хыççăн вĕсене тỹрех Япони чиккине çитме çул тума явăçтарнă. Пысăк ушкăн ĕçленĕ унта. Саперсем вăрманти йывăçсене сирпĕтсе йăвантарнă, ыттисем çула тикĕслесе, тирпейлесе пынă. Хыçалта _ виçĕ рота-пехота. 1945 çулхи августăн 8-мĕшĕнче вара сасартăк тревога! Салтаксене Япони чиккине каçма приказ панă. Кăкăр таран шыв урлă каçнă хыççăн сăрталла хăпармалла. Тĕттĕм, шăрăх... Салтаксем пиçĕхнипе шинелĕсене хыва-хыва хăвараççĕ. Ырханланса çитнĕ лашасем çỹлелле хăпараймаççĕ, йăванаççĕ. Маньчжури тăвĕ çинчи чарăну хыççăн каллех вăрăм çул. Çỹлтен самолет-истребительсем пĕрин хыççăн тепри çĕр çинчи салтаксене ăшалаççĕ çеç! Çынсем пĕрин хыççăн тепри ют çĕрте выртса юлаççĕ. Тепĕр чухне пуçа тăратса пăхма та çук. Куçа хупса атакăна кĕретĕн. Ĕнсе хыçĕнчех _ вилĕм, юн, çухату. Çак ỹкерчĕксем салтак чĕринчен нихăçан та тухас çук. Паян Петр Николаевичăн çар тумне илем кỹрекен "За отвагу", "За победу над Японией", "За освобождение Кореи" тата ытти медалĕсемпе орденĕсем _ унăн мăнаçлăхĕ, вăл вăрçă çулне чыслăн утса тухнине ĕнентерекен тупра. Аслă Çĕнтерĕвĕн кашни юбилейĕнче ветеран архивне парне хутшăннă. Шанас килет, 2015 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пирĕн ветерансен кăкăрĕ çинче четерлĕ медаль ыттисемпе юнашар вырăн тупĕ. Вăл шутра Патăрьелĕнче пурăнакан Петр Николаевич Киргизов сержанта та.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика