22 ноября 2014 г.
Черетлĕ мероприятие тăрăшса хатĕрленчĕç Патăрьелĕнчи тĕп ача садĕнчи шкул çулне çитмен ушкăна çỹрекенскерсем. Маларах вĕсем экскурсие те кайнăччĕ. Сăвăсем пăхмасăр вĕренчĕç. Килти чĕр чунсене алăри пỹрнесене шутланă евĕр шĕкĕлче-рĕç. Вĕсем мĕн çинине, мĕнле сас кăларнине уçса пама тăрăшрĕç. Кашнийĕшне мĕнле тĕллевпе тытнине тĕплĕн пĕлчĕç тата ытти те. Заняти теми те калаçăва аталантарасси пулнăран, ушкăнпа хуравсене пачĕç. Уçă мероприятие вара ытти воспитательсем те хутшăнчĕç. Кайран хак памалла пулать-çке. Мĕн лайăххипе çитменлĕх пуррине уççăн палăртаççĕ сỹтсе явнă чухне ĕçтешсем. Çакă ĕçе лайăхлатма пулăшать те. Ача садĕнчи 6 ушкăна 136 çитĕнекен ăру çỹрет. Чи кĕçĕннисем те сахалăн мар _ 20. Кадрсем те çамрăксем мар. Пурин те ĕç стажĕ чĕрĕк ĕмĕртен те иртнĕ. _ Шкул çулне çитмен ачасене эпир те патшалăх вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн аталантарса пыма тăрăшатпăр. Сентябрьтех ĕç планне турăмăр. Çĕнĕлĕх çĕннине сахал мар ыйтать. Çавăнпа та воспитательницăсем курссенче пулаççĕ. Хăй мĕн вĕреннине Е. Козлова педагогсен канашĕнче пĕрре мар паллаштарчĕ. Черетре И. Ванинапа Н. Демьянова тăраççĕ. Вĕсем те хăйсен пĕлĕвне малалла ỹстерсе ачасене паха вĕрентỹ парасшăн,_ тет хăйсен ĕçĕпе паллаштарса Н. Туктанова заведующи. Çитĕнекен ăру патне патшалăх та сахал мар тимлĕх уйăрать çав. Ачасем валли вылямалли теттесем, вĕсене хумалли сĕтел-пукан илме кăçал республика бюджетĕнчен çителĕклĕ укçа уйăрнине çирĕплетет Надежда Михайловна. Кунта ĕçлекенсен тỹлевĕ тивĕçтернине те пĕлтерет. Халĕ воспитательницăсем уйăхсерен 19 пин тенке яхăн шалу илеççĕ. 2012-2013 çулсенче, 2011 çулхипе танлаштарсан, ĕç укçи 131 процент ỹснине пытарма кирлех те мар. Кунсăр пуçне коммуналлă çăмăллăхсем пур вĕсен. Яллă условинче нумайрах ĕçлекенсене пенси те тỹлеççĕ. Отпускра канмалли кунĕсем вăрăмрах. Тỹлевне кура ĕçне те тивĕçлипе туса пыма тăрăшаççĕ ĕнтĕ кунта. Шкула кайма хатĕрленекен ушкăнсене 35 ача çỹрет. Вĕсем Н. Вераксын "От рождения до школы" учебникĕпе килĕшỹллĕн аталанса пынă. Занятисене тĕллевлĕ ирттерсе пыни ачасен ỹсĕм çулĕпе килĕшетех. Çакна нумаях пулмасть республикăри çакнашкал учрежденисенче ĕçлекен воспитательсем кунти уçă занятине хутшăнни те аван çирĕплетрĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă воспитани ĕçĕпе. _ Пирĕн маларах икĕ ача çак садике çỹренĕ. Вĕсен хыççăнхи йĕкĕрешсем те çакăнта килме пултарнишĕн савăнатпăр. Пĕлекен воспитательсем-çке. Пĕрлехи мероприятисене хамăр та хаваспах хутшăнатпăр. Çакă воспитани ĕçне тивĕçлĕ витĕм кỹме май паратех пулĕ тетпĕр,_ хутшăнать калаçăва Т. Мышкина. Çемьесемпе çыхăну тытса ирттерекен мероприятисем сахал мар. Акă, Т. Торговцева ачисен ушкăнĕнче ташă кружокне уçнă. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе районти конкурссене явăçаççĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем. Календрьпе килĕшỹл-лĕн ирттерекен уявсене (Çĕнĕ çул, февралĕн 23-мĕшĕ, мартăн 8-мĕшĕ тата ыт. те) çитĕнекен ăру та, аслисем те, воспитательницăсемпе вĕсен пулăшуçисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Çавăнпа вĕсем асра юлмалла, илĕртỹллĕ иртеççĕ. _ Кадрсем çителĕклĕ пирĕн. Çамрăксене те явăçтарса пыма тăрăшатпăр. Л. Уфукова, И. Хлебникова, Н. Яковлева воспитатель пулăшуçисем Канашри педагогика училищинче иккĕмĕш курсра заочно вĕренеççĕ. Ĕç мелĕсене хăнăхса пымалли практикăна кунтах илеççĕ. Чылай ачан ашшĕ-амăшне çывăх пĕлеççĕ, _ тет Н. Туктанова. Пĕлỹ никĕсĕ ачаранах хурăнать. Çавна тĕпе хурса ĕçлеççĕ садикре. Çавăнпа та патшалăх вĕрентỹ стандарчĕ ыйтнисене май килнĕ таран пурнăçлама тăрăшаççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)