Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ĕç опытне пĕтĕмлетнĕ

08 ноября 2014 г.

 Районти чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культури предмечĕсене вĕрентекенсен пултарулăх ушкăнĕ Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Галина Фирсовна Хлебникова ĕç опытне пĕтĕмлетрĕ. Вăл 27 çул çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине ертсе пырать. Хăйĕн урокĕсенче учитель ачасен калаçăвĕпе çырăвне, логика шухăшлавне аталантарма тăрăшать, сăмахсен йышне пуянлатассине, каланине итлесе ăнланма вĕрентессине тимлет. Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме, çав-на май ытларах пĕлỹ илме пулăшнине ăнлантарать.

Шкулти краеведени музейĕн ертỹçи пулнă май Галина Фирсовна вĕренекенсене те тĕпчев ĕçне явăçтарать. Семинара килнисем шăпах ĕнтĕ çак кунсенче кун çути курнă "Патăрьел тăрăхĕнчи халăх юрри-сăвви" кĕнекипе паллашрĕç. Автор ăна культура çулне халалланă. Кĕнекене шкулти краеведени музейĕ валли вĕренекенсем пуçтарнă вырăнти халăх юрри-сăвви кĕнĕ.

Çитĕнекен ăрăва çирĕп те тарăн пĕлỹ парасси, ăна пур енлĕ аталанса ỹсме пулăшасси, çĕр-шыва усăллă çын пулма хатĕрлесси _ вĕрентекенĕн чи таса тивĕçĕ. Çак тивĕçе уроксенче туллин те тĕплĕ пурнăçлама тăрăшать вĕрентекен.

Çакăн пек тĕл пулусем вĕрентекенсене малалла та тухăçлă ĕçлеме хăват параççĕ.

Е. ПЕРЕПЕЛКИНА, районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика