01 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Турханта çуралса ỹснĕ Герман çветтуя асăнатпăр. Çак праçнике священниксемпе Турра ĕненекенсем Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркỹре те паллă турĕç.
1937 çулта большевиксем "халăх тăшманĕ" тесе персе пăрахнă Герман Кокель епископăн синкерлĕ кунĕ ратиттĕлпе тỹр килнĕрен, праçнике кăшт маларах уявларĕç.
Кĕлле округ благочиннăйĕ, Первомайскинчи Христос Çуралнă ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов, Туçари тата кỹршĕ районсенчи пачăшкăсем йышлăн хутшăнни праçнике чылай пуянлатрĕ.
Чиркĕве пуçтарăннисем малтанах таса пурăнăçлă Герман çветтуйăн асаплă пурнăçĕ, унăн пархатарлă кун-çулĕ, Турă умĕнчи сăваплă ĕçне аса илчĕç.
Юлашкинчен вара Турра ĕненекенсем пурте пĕрле чиркỹ тавра Турă юррисем юрласа хĕрес çулĕпе çаврăнчĕç, пачăшкăсем кĕл туса тасатнă шывпа сапрĕç.
А. ЕГОРОВА.
ВУЛАКАНА ПĔЛМЕ: Герман епископа Раççейре чăн тĕншĕн хĕн-хурпа асап тỹссе вилнине шута илсе нумай вăхăт иртсен çеç, 2001 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче, Вырăс православи чиркĕвĕн Синочĕ çветтуй шутне кĕртнĕ. Мухтава тухнă çветтуйсем хушшинче Чăн Турăшăн хĕсĕрленĕ саманара хĕн-хурпа асап тỹссе вилнĕ Герман епископ ячĕ хисеплĕ вырăн йышăнать.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Герман çветуй ячĕпе Патăрьел чиркĕвĕнче ирттернĕ хĕреслĕ çул саманчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)