29 октября 2014 г.
Федераци программипе килĕшỹллĕн, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсене кирлĕ вырăнсене кĕрсе тухма çăмăллăх туса парас тĕлĕшпе тимлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ Валерий Осипов ертсе пычĕ.
Вăл "Ирĕклĕ тавралăх" программăна пурнăçласа районта мĕнле ĕçсем тунипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех малашне еплерех ĕçсем тумаллине палăртрĕ. Комисси членĕсем тĕп библиотекăра, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсенче пулчĕç. Г. Абейдуллова шкул директорĕ проект тăрăх тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кунта сусăр ачасене вĕренме пĕтĕм майсем пур. Коляскăпа кĕрсе тухма, ларса канма тата вĕренме ятарлă пỹлĕмсем уйăрнă. Пур çĕрте те таса та типтерлĕ, классене çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Гелсирень Гадельзяновна çитес вĕренỹ çулне пĕр инвалид ача хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак тĕллевпе шкулта социаллă педагог, аслă вожатăй ĕçĕсене пурнăçлакансене уйăрнă. Вĕсем Мускавра йĕркеленĕ ятарлă курсра вĕренсе килнĕ. Р. Алеева "Инклюзивное образование" программăпа сусăр ачасемпе ĕçлекен руководителе, Э. Кеметова "Педагог", С. Ахсянова "Сопровождающий" квалификациллĕ ятарлă пĕлỹ илнĕ.
Çавăн пекех комисси членĕсем Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулта та пулчĕç. Кунта юсав ĕçĕсем пы-раççĕ: коридорти стенасене, маччана, урайне çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ. Тĕп вулавăшра вара картлашка çумĕнчи пандус ытла чăнкă, унăн çỹллĕшĕ нормăран иртни палăрчĕ. Вăл коляскăллă инвалида кĕрсе тухма чăрмав кỹрет. Комисси членĕсем çулталăк пĕтиччен çак программăпа килĕшỹллĕн тума палăртнă ĕçсене вĕçлемеллине палăртрĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)