29 октября 2014 г.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕн кунĕнче районта çеç мар, республикăра та малта пыракан Патăрьелĕнчи "Батыревский" тата Сăкăтри "Красное Знамя" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕ витесем хута ячĕç. Вĕсем ĕç условийĕсене чылай çăмăллатма май параççĕ. "Батыревский" пĕрлешỹре пăрăхсем тăрăх сĕт каякан тата апат валеçессине механизациленĕ ĕне вити маларах та пурччĕ-ха.
Патшалăх пулăшăвĕпе тунă çĕнĕ технологиллĕ объектсем паха продукци илме май парĕç. "Малашне фермăсене çамрăксем утасси куç кĕрет", _ терĕç хĕрлĕ хăюсене каснă май хуçалăхсен савăнăçне пайлама килнĕ хăнасем. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Ял хуçалăх министрĕ С. Павлов вара Юхма енĕн тĕп пуянлăхĕ ĕçчен çынсем пулнине палăртрĕ. Вĕсем уй-хирте пысăк тухăç илме те, çакнашкал чаплă витесем хута яма та (сăн ỹкерчĕксенче), çанă тавăрса ĕçлеме те пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)