18 октября 2014 г.
Пирĕн чăваш халăхĕ капăр та çепĕç чĕлхеллĕ. Ун пекки тĕнчере урăх çук та пулĕ. Акă мĕн каланă Г. Н. Волков академик ун çинчен: "Тăван чĕлхе - халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе - халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ".
Хайне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕр тăршшĕнче тĕрлĕ йывăрлăхсем тỹссе, аталантарса, ỹстерсе пынă. Сĕм авалтан чĕлхе çынсене сăмахлăх, юрă-кĕвĕ, ташă-çемĕ, йăла-йĕрке урлă пĕр-пĕринпе çывăххăн хутшăнса пурăнма пулăшнă. Халĕ те çавăн пекех. Тăван чĕлхепе калаçса эпир хамăр шухăш-туйăма палăртатпăр, чуна уçатпăр, кăмăла çĕклентеретпĕр.
Шел пулин те, чăваш чĕлхи пĕлтерĕшĕ кунсерен чакса пыни чĕрене ыраттарать. Чăваш Республикин патшалăх чĕлхи пулса тăчĕ пулсан та, чăваш ачисемех чăвашла калаçма, пĕр-пĕринпе тăван чĕлхепе хутшăнма пăрахса пыни куç кĕретех. Шкула пуçласа килекен чăваш ачинех ют чĕлхе вĕрентнĕ пек хăйĕн тăван чĕлхине вырăс чĕлхи урлă вĕрентме тивет. Кам е мĕн айăплă-ши çакăншăн? Пĕри _ паянхи саманана, тепри _ çỹлти пуçлăхсене, виççĕмĕшĕ _ ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенсене вăрçĕ.
Манăн вара тăван чĕлхене хисеплекенсен ячĕпе çапла калас килет: хамăрăн чăваш чĕлхисĕр - эпир чăваш мар, чăваш халăхĕ мар, чăваш наци çынни мар. Хамăра Чăваш çĕр-шывĕнче чыслă гражданин пек туйса пурăнма тăван чĕлхене пĕлни, вĕренни, хисеплени, упрама тăрăшни кирлĕ. Унсăрăн паян çитĕнекен ăруран пархатар пулмĕ. Шкулта, килте, урамра, ĕçре çепĕç те илемлĕ тăван чĕлхепе шăкăл-шăкăл калаçни илтĕнет пулсан - чăваш халахĕ пурăнать.
Тăван чĕлхене юратман çын ашшĕ-амăшне те, тăван халăхне те, çĕрне-шывне те юратма пултараймасть. Чĕлхене пĕлни вăл _ чи малтанах шухăшлама пĕлни. "Чĕлхе çук пулсан, шухăш та çук, ăс-хакăл та çук," _ тенĕ Н.И. Егоров профессор. Атте-анне чĕлхине пĕлме тăрăшман çыннăн шухăш-ĕмĕчĕ ăçтан илемлĕ пултăр-ха ĕнтĕ? Чăваш чĕлхи пирĕншĕн вăл _ асаттесен пехилĕ, асаннесен йăли-йĕрки, ваттисен ăслă вĕрентĕвĕпе халалĕ. Чăваш çĕрĕ çинче хăвна чăн-чăн çын пек туйса пурăнас тесен атте-анне панă чĕлхене манмалла мар, тĕрĕс те сăпайлă калаçса ун шайне çỹле çĕклемелле, унпа калаçма вăтанмалла мар, çак хаклă пурлăха куç шăрçи пек пахаласа упрамалла.
Эпĕ тăван чĕлхене сума суман чăвашсене питĕ шеллетĕп. Анне чунĕ евĕр çепĕç чĕлхепе калаçса киленмеççĕ, илемлĕ чăваш юррине шăратса чун-чĕрине пусăрăнтармаççĕ, чăваш чĕлхин капăрлăхне туймаççĕ вĕсем. Ман шутпа, чĕлхемĕр пулсан - эпир патвар, чĕлхемĕр пулсан - эпир мăнаç, чĕлхемĕр пулсан - эпир хастар.
Тăван чĕлхене чунтан юратса,ăш пиллĕн хисеплесе,ăна малалла аталантарма сăмах парса хамăн шухăша çак йĕркесемпе вĕçлес килет:
Тăван чĕлхепе калаçса
Таврана тĕлĕнтерер.
Пĕр-пĕринпе хутшăнса
Кăмăла çĕклентерер.
Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи,
Пур чĕлхерен те техĕмли!
Чĕлхе - пирĕн халăх мулĕ,
Ĕмĕр аталантăр, юлтăр!
Г. ХЛЕБНИКОВА, Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)