18 октября 2014 г.
Пурнăç кал-кал та хăй еккипе пынă чухне никам та йывăрлăх пирки аса илмест-тĕр: шанчăклă пỹрт тăрри, ирсерен киленсе утма юратнă ĕç пур, çемье сывă та тĕреклĕ, ачасемпе мăнуксен телейĕ те куç виçейми... Кунтан ытла тата мĕн кирлĕ-ши? Анчах та пĕр-пĕр уяр кунхине кĕтмен-туман инкек, хуйхă йăтăнса ансан вара чăнах та тĕнче пĕтнĕнех туйăнать. Çапла пулса тухнă та ĕнтĕ Украинăри Луганск облаçĕнче (халĕ _ Луганск халăх республики) пурăнакан Головкосен çемйипе. Вĕсем хăйсен чун суранне сиплеме пирĕн çĕр-шыва суйласа илнĕ: Юхмапа Пăла тăрăхне килсе тĕпленнĕ. Пурнăç тути-масине туйса та ĕлкĕреймен çамрăк мăшăр Елчĕке те, Шăмăрша та мар, уйрăмах Патăрьелне кăмăлланин сăлтавĕ те çук мар.
Чĕрĕ чун амалет
Хальхи вăхăтра Украинăри лару-тăру пурне те пăшăрхантарать. Кунта сиксе тухнă граждан вăрçи пиншер çынна ĕмĕрĕпе тĕпленнĕ вырăнтан хускатса тĕнче тăрăх салатрĕ. Кỹршĕллĕ çĕр-шывра паян кун та пăшал сасси илтĕнни, Минскри килĕ-шĕвĕн пункчĕсем туллин пурнăçланманни шухăшлаттарать те, тарăхтарать те. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ килсĕр-çуртсăр тăванăмăрсем унта та кунта хỹтлĕх шыраççĕ. Таркăнсемпе тỹрремĕнех ĕçлекен республикăри органсем пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра 1400е яхăн çын Чăваш Енте вырнаçнă. Вĕсем хушшинче вăй питтисем те, ачасем те пур. Ютран килнисене патшалăх мĕн пур условипе тивĕçтернĕ: пурăнмалли кĕтеспе, апат-çимĕçпе, тăхăнмалли тумтирпе... Шкул, ача сачĕн ыйтăвĕсем, ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтересси те кун йĕркинчех.
Ас тăватăп-ха, шкулта вĕреннĕ чухне класпа класс хушшинче художество пултарулăх енĕпе смотрсем йĕркелетчĕç. Питĕ тăрăшса хатĕрленеттĕмĕр концертсене. Пĕррехинче пирĕн класа союзлă республикăсенчен Украина çакланнăччĕ. Эх, епле тăрăшаттăмăрччĕ ун чухне вĕсен наци тумне капăр хатĕрлес тесе!.. Паян вара тăванла халăхăмăр, пирĕн туссем тесе вĕрентнĕ çак çĕр-шыв пăтранать те пăтранать. Хальхи Луганскран 15 çухрăмра вырнаçнă Желтое текен пĕчĕк ялтан Патăрьелне те икĕ çемье килсе вырнаçнă: пĕрисем _ Сабировсем, теприсем _ Головкосем. Иккĕмĕшсен пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе районти халăха социаллă пулăшу паракан центр сотрудникĕпе А. Каллинапа вĕсем патне çитрĕмĕр. Кил хуçи хĕрарăмĕ, Любовь Федоровна, пире хăнасем пекех ăшшăн кĕтсе илчĕ. Алăк уратинчен каçсанах çу çинче шаритленĕ кукăль та сĕнчĕ: "Тутанса пăхсамăр. Кăна эпĕ хамăрăн рецептпа пĕçертĕм...", _ чĕвĕлтетрĕ вăтăрсенчи чиперкке. Ют çынсене курсан компьютер танатине çакланма ĕлкĕрнĕ 4 _ 5 çулсенчи Никитăпа Ярослав та салтаксем пекех яшт çеç тỹрленсе тăчĕç: "Здравствуйте-е!" терĕç харăс тăсарах. Шăпăрлансемшĕн çĕршер çухрăм хыçа хăварнă çывăх тăванĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕ, садике пĕрле çỹренĕ юлташĕсем те аса килмеççĕ тейĕн: хăйсен савăнăçне пытараймасăр пĕр пỹлĕмрен теприне çил пекех вĕçтерсе çỹреççĕ. Кăштах лăпланаççĕ те ашшĕ нумай пулмасть хăй пуçтарнă компьютер умне кĕрсе лараççĕ, çавăнтах амăшĕн мăйĕнчен уртăнаççĕ... Ача-çке!
_ Епле кĕтнĕ эпир çак куна! Мухтав Турра, эпĕ хамăн çемьепе Раççее таврăнтăм, _ куççульне пытармасăр калаçăва пуçларĕ Любовь Федоровна._ Анне манăн Воронеж, атте Брянск вырăсĕсем. Кукаçи Совет Союзĕн Геройĕ те пулнă. Мăшăрăм украинец, _ йăмтарса та пытарса калаçмарĕ хĕрарăм.
Утă уйăхĕн вĕçĕнче Головкосен çемйи Патăрьелне çакланнă. "Çакланнă" тесех калас килет. Таркăнсен лагерĕнчен хăйсен ирĕкĕпе тухнă. Тĕттĕм те нỹрлĕ подвалтан çутталла туртăнса темиçе пост урлă каçма вĕсене шăпах кил хуçи хĕрарăмĕн çичĕ çул туслă çыхăнура пулнă тантăшĕ хавхалантарса тăнă-мĕн: калаçса та, курнăçса та мар. Электронлă çыхăну мелĕпе _ СМСпа! Çапла вара пăшал сассипе çăра тĕтĕме, ашшĕ-амăшĕпе аппăш-пиччĕшне, мĕн пур мул-туприне хыçа хăварса хул пуççи урлă икĕ хутаç çакнă мăшăр пĕрремĕш станци патнелле талпăннă.
Тĕнче ыр çынсăр мар
Паян вĕсем хăйсене пулăшнă уйрăм çынсене, коллективсене пуç тайса тав тăваççĕ. Кун пирки сăмах пуçласанах Головкосем чăн малтан Патăрьелĕнче пурăнакан Надежда тата Андрей Замковсен ячĕсене аса илчĕç. Çак çемьешĕн канăçне çухатса хыпаланнă Надежда Владимировна вĕсемшĕн тăван та, çывăх çын та мар иккен. Любăпа вăл çичĕ çул каялла Самара облаçĕнчи çар хулинче паллашнă. Сăмах май каласан, мăшăрĕ çар çынни пулнăран вăл пилĕк çул çемйипе унта пурăннă. Ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн çурт никĕсне мăян пустарас мар тесе нумай пулмасть хăй çуралса ỹснĕ килтех пурăнма тытăннă. Икĕ ача амăшĕ Украинăра хирĕçтăру пуçлансанах тус-тантăшĕпе çыхăнсах тăнă: пурнăçĕ епле, йывăрлăхсене мĕнле татса пыраççĕ, хăрушă-и?... Пĕррехинче вĕсен мăшăрĕпе калаçса ларнă вăхăтрах ырă шухăш çуралать _ çак çемьене пулăшас, инкекрен хăтарас... Андрей Алексеевич та арăмне хирĕçлемен. Çынна ырă туни ырăпах таврăнать. Ыйтăва вăраха ямасăр татса парас тĕллевпе Надежда интернет тетелĕнче тĕвĕ-еннĕ алă ăстисен членĕсемпе (сăмах май, Любăпа Надя та çак клубра) канашласа пăхнă. Пĕри те хирĕçлемен _ пухури пекех пурте пĕр саслă пулса çул укçи пуçтарса ярса пама килĕшнĕ.
_ Канаша та таркăнсене хамăн автомашинăпах кĕтсе илме кайрăм. Тĕрĕссипе, вĕсен аллисенче нимĕн те çукчĕ, пĕчĕк хутаçсем çеç. Тăватă çынран тăракан çемьене виçĕ эрне хамăр патăрта хỹтлĕхе илтĕмĕр. Хам та ĕçлеменнипе малтанласа саккăрăн мăшăр ĕç укçийĕпе çеç пурнăçа сыпăнтартăмăр. Чи интересли _ çак кĕске тапхăрта çĕнĕ юлташсене мунча кĕме вĕрентрĕмĕр. Ку таранччен вĕсем хăйсем патĕнче ун пек вĕри çĕрте çăвăнса та курман иккен... _ калаçрĕ Надежда.
Паян Головкосен вăхăтлăх пулин те, хăйсен пурăнмалли кĕтесĕ. Чи кирлĕ сĕтел-пуканĕпе савăт-сапи, кĕпе-тумтирĕ, ĕçме-çими те пур. Районти халăха социаллă пулăшу паракан центр тỹрех ачасене ăшă çи-пуçпа пулăшнă, районти ачасен правине хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй, "Çăлкуç" реабилитаци центрĕн врачĕ Д. Гайнуллина тăрăшнипе тата пуçарнипе "Исток" тата "Батыревское" хуçалăхсем хĕл каçмалăх çĕр улмипе тивĕçтернĕ.
Тĕрĕссипе, эпир хамăр çиекен "иккĕмĕш çăкăра" лайăх хак пама та пĕлместпĕр иккен. "Питĕ тутлă, кĕр-пеклĕ, хитре. Эпир ăна Украинăра çăвĕпе сапса çитĕнтерсен те тăранмалăх туса илеймен...",_ тет пирĕн çĕр çимĕçне пахаласа кил хуçи хĕрарăмĕ.
Любовь Федоровна чĕлхе енчен пуян, анлă тавра курăмлă. Калаçу вăхăтĕнче тĕрлĕрен тема та хускатрăмăр. Юлашкинчен вăл тытăнса тăраймарĕ.
"Хамăн мăшăрпа эпĕ тĕнче хĕррине кайма та хăрамастăп",_ çирĕппĕн каларĕ хĕрарăм. Пулă тытма, кăмпа татма, сунара çỹреме кăмăллакан арçын ĕçлĕхлĕ те пултаруллă пулнине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Патăрьелĕнчи Юрий Елкин предприниматель ăна компьютерсем юсама ĕçе илнĕ. Хăйĕн çĕр-шывĕнче сăрт-ту инженерне вĕренсе тухса ĕçленĕ маçтăр тỹрех килĕштерекен ĕçпе туслашнă. "Маттур, пултарать, питĕ тăрăшса ĕçлет",_ хак парать ун пирки Юрий Александрович. Хальлĕхе кил хуçи хĕрарăмĕ ĕçе вырнаçайман-ха, анчах та вăл килте икĕ алла усса çеç лармасть, тĕрлĕрен материалтан пукане-шкатулкăсем, çỹç тыттармалли заколкăсем ăсталать...
Ỹркенмен ăста пулни ун çине пăхсанах паллă. Ахальтен мар ĕнтĕ Любаша (ун пек каланăшăн çилленмест пулĕ тетĕп) хваттере вырнаçсанах пĕрремĕш тупăшĕпе çĕвĕ машини туяннă.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)