11 октября 2014 г.
Пурăннă чухне эпир хамăра упрасси, чир-чĕртен сыхланасси пирки мансах каятпăр. Яланах ĕç малта, сывлăх пире хăй аса илтерсен кăна хыпаланса ỹкетпĕр. Анчах та чылай чухне кая юлатпăр. Патăрьелĕнче пурăннă В.В. Николаев та малашнехи çутă ĕмĕтпе, çут çанталăк илемĕпе киленсе пурăнатчĕ, анчах та пурнăç шăпи пăрăнăç теççĕ, иртнĕ çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче чире пула çут тĕнчерен яланлăхах пиртен уйрăлса кайрĕ.
Пурăннă пулсан тепĕр çул 60 çулхи юбилейне пĕтĕм тăванĕпе, çывăх юлташĕсемпе ырă та ăшă салам сăмахĕсемпе, юрă-ташă ташласа савăнса паллă тунă пулĕччĕ. Çук çав, çакна Турă пỹрмерĕ. Халь унăн 1 çулхи пумĕлккине пухăнтăмăр.
Вячеслав Веняминович 1955 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ. Кунти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн "Чувашмелиораци" тытăмне кĕрекен Патăрьелĕнчи 4-мĕш куçса çỹрекен мехколоннăра трубоукладчика вырнăçнă. 1974-1976 çулсенче Совет çарĕнче арçын тивĕçне пурнăçланă. Таврăннă хыççăн Киров облаçĕнчи Халтуринри ял хуçалăх техникумне пĕтерсе Патăрьелĕнчи 9-мĕш ПМКра участок мастерĕнче вăй хунă.
В.В.Николаев Патăрьелĕнчи професси училищинче (халĕ ял хуçалăх техникумĕ) чылай çул ĕçленĕ, 2007 çултанпа унăн директор тивĕçĕсене пурнăçланă. Кирек ăçта, мĕнле вырăн йышăнсан та унăн çĕпĕç кăмăлĕ, ĕçченлĕхĕ, тỹрĕлĕхĕ, çынна пулăшасси малти вырăнта пулнă. Хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа тунине курса Патăрьел ял халăхĕ ăна ял тăрăх пуçлăхне суйланă.
Çемйинче те лайăх мăшăр, юратнă атте, амăшĕшĕн юратнă ывăл, шăллĕпе йăмăкĕсемшĕн хисеплĕ пичче, сăпайлă кĕрỹ тата йысна пулнă вăл. Унпа çынсем кирек мĕнле ыйтăва та сỹтсе явса тĕрĕс йышăну тума пултарнă.
Пулмарĕ унăн мĕн ватăличчен тăванĕсемпе юнашар ларса шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрин савăнăçĕшĕн савăнма. Ним тума та çук, пурнăç йăли çапла-çке. Унăн çутă сăнарĕ кашнин чĕринче упранĕ.
Çывăх юлташĕсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)